Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Алла-аллăн - 60 çул

Сывлăх пулсан, мăшăрсем хушшинче килĕшÿ хуçалансан ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Çул хыççăн çул хыçа юлать. Мăшăрлă пурнăçпа ĕмĕре телейлĕ ирттернине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Пур-ха районта çавăн пек килĕшÿллĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан çемьесем. Акă, Туктамăш ялĕнче пурăнакан Ефим Никитичпа Анастасия Николаевна Петровсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 60 çул çитрĕ. Ултă теçетке пĕрле пурăннă çемье ыттисемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх.

Ефим Никитич 1918 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Виçĕ пĕр тăван пулнă вĕсем. Вăрçă çулĕсенче 2 ачи чирлесе вилнĕ. Йывăр вăхăт пулнă, кама çăмăл пулнă ун чухне; Ашшĕпе амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне куç шăрçи пек пăхса усранă, çын пулма вĕрентнĕ,  мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çапла вара ача çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ, вĕренес шухăшлă пулнă. Учитель пулас тĕллевпе ÿснĕ вăл.

1938 çулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăка Ишеккассинчи шкула пуçламăш классене вĕрентме яраççĕ. 1939 çулта çар ретне тăма ят тухать. Салтакра чухне амăшĕ чирлесе çĕре кĕрет. Хыççăн каллех ачасене вĕрентес ĕçре тимлет. 1942 çулта ăна вăрçа илсе каяççĕ. Тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса икĕ хутчен аманать, сывалсан каллех вăрçă хирне тухса каять.

- Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илтĕмĕр, тăшмана тĕп тунăшăн чунтанах савăнтăмăр, - терĕ ватă  салтак-ветеран.

Вăрçă хыççăн тăван яла таврăнсан салтак каллех ачасене пĕлÿÿ, тивĕçлĕ воспитани парассипе тимлет. Канашри учительсене хатĕрлекен институтра куçăмлă майпа пĕлĕвне ÿстерет. Серенкассинчи, Хватукассинчи, Шулюри шкулсенче ĕçлет, физика, математика предмечĕсене вĕрентет, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 43 çул.

1947 çулта Ваçкаçырминчи хĕрпе, Анастасия Николаевнапа, пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. Мăшăрĕпе 7 ачана (3 ывăлпа 4 хĕре) кун çути парнелеççĕ. Шел те, паянхи кун 4 ачи çеç çутă кунпа киленсе пурăнаççĕ. Анастасия Николаевна ĕмĕрĕпех колхозра тимленĕ, ачасене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă, çемье вучахĕн ăшшине упранă.

Мăшăрсем ĕмĕр тăршшĕпех килĕштерсе пурăннă, кÿршĕсемпе, ял-йышпа нихăçан та хирĕçмен, ачасене те çапла пăхса ÿстернĕ. Петровсем ырă пулни  вĕсен калаçăвĕнченех, тыткаларăшĕнченех, ĕçĕ-хĕлĕнченех курăнчĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă пулин те вĕсем пурнăç тилхепине çирĕп тытса пыни палăрать. Ачисем ÿссе çитсе çунат сарнă, мăнукĕсем чупаççĕ. Çакăнтан хакли мĕн пултăр ĕнтĕ.

60 çул килĕштерсе пурăнакан мăшăра малашне те ыррине çеç сунатпăр, сумлă  уявпа саламлатпăр. 100 çула çитме Турри вăй-хăват патăр сире.



"Пирěн пурнăç"
16 мая 2007
00:00
Поделиться