54 делегат конференцие хутшăнĕ
Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Хĕрлĕ Чутайри вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Т.Захарова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса 23-мĕшĕччен пуçламăш 31 уйрăмра отчетпа суйлав пухăвĕсем иртнĕ. Çав тапхăрта 19 канаш секретарĕ ылмашăннă, çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри вырăнти уйрăмăн отчетпа суйлав конференцине хутшăнма 54 делегат суйланă. Сăмах май, асăннă конференци майăн 18-мĕшĕнче иртмелле.
Калас пулать, вырăнти уйрăмра 530 ытла член шутланать, вĕсенчен 35,3 проценчĕ арçынсем, хĕрарăмсем - 64,7 процент. Парти членĕсен 32 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 35,7 проценчĕ - вăтам пĕлÿллĕ.
Пухусенче «Вĕрентÿ» тата «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕсене, «Чăваш Енĕн 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегийĕ» проекта, çавăн пекех ял хуçалăх продукцине туянмалли хаксене йĕркелессине тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă.