Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çул-йĕр правилисене ачаран хăнăхтармалла

Майăн 11-мĕшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта ачасене çамрăклах çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентес, вĕсем хушшинче йĕркене пăсакансен йышĕ ÿсессинчен хăтарас, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе “Шанчăклă кустăрма” смотр-конкурс иртрĕ.

Çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсен слетне ГИБДД сотрудникĕсем, вĕрентÿ пайĕн, районти РОСТО ĕçченĕсем, педагогсем йĕркелесе ертсе пычĕç.

Палăртнă вăхăт çитсен, çамрăк “гаишниксем” хăйсем смотр-конкурса хатĕрри çинчен рапорт пачĕç, тĕрлĕ номинацисенче пĕлĕве тĕрĕслеме пÿлĕм­сем тăрăх вырнаçрĕç. Çамрăк инспекторсен Çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине, инкеке лекнĕ çынна васкавлă пулăшу еплерех памаллине, страхлани çын пурнăçĕнче мĕн тума кирлине, ГИБДД-ăн историне епле пĕлнине кăтартса памалла пулчĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем велосипедпа тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç, “Çамрăк корреспондент” конкурсра тупăшрĕç. Вĕренекенсен çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ. Акă, Çул-йĕр правилисене пĕлессипе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче ăс пухакан П.Еклаков палăрчĕ, Хусанушкăнчи А.Кирилловпа И.Илларионова та слета аван хатĕрленсе килнĕ, вĕсем те малтисен ретĕнче. Ку енĕпе чи нумай балл пухса Хусанушкăнчи вĕренекенсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç, ик­кĕмĕш - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ, виç­çĕмĕш - Атнар.

Хĕрлĕчутайсем медицина енĕпе аван пĕлнине кăтартса па­чĕç. Уйрăммăн илсен, К.Романован пĕлĕвĕ ыттисенчен çÿл­лĕрех шайра пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - мишеркассисем, виççĕмĕш - атнарсем.

“Эрудитсенчен” чи ăсли Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи С.Трифонов тесе çирĕплетрĕç. Пĕтĕмĕшле вара, ку конкурсра Питĕркасси шкулĕ çĕнтерчĕ, иккĕмĕш - Тралькасси, виççĕмĕш - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ.

Инкек-синкекрен страхлани çын пурнăçĕнче питĕ кирлине Питĕркассинчи Е.Артемьева лайăх пĕлни курăнчĕ. Конкурсра та вĕсемех мала тухрĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хĕрлĕчутайсемпе мăнэтменсем пайларĕç.

Çамрăк корреспондентсем ăслă та кăсăклă сочиненисем хайларĕç. Ку енĕпе Атнар шкулĕн вĕренекенĕсем маттуртарах пулни курăнчĕ, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕпе Шулю шкулĕнче пĕлÿ илекенсем те сочинени темисене япăх мар уçса пачĕç.

Велосипедпа тĕрлĕ чăрмавсемпе каяс конкурс ачасемшĕн çăмăл пулмарĕ. Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи П.Еклаков кунта та  ăсталăх кăтартрĕ. Ку тупăшура вара хĕрлĕ­чутайсене çитеймерĕç, иккĕмĕшпе виç­çĕмĕш вырăнсене хусанушкăньсемпе питĕркассисем пайларĕç.

Пĕтĕм конкурссен пĕтĕм­летĕвĕ тăрăх, пĕр­ремĕш вырăна тивĕçлипех Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çĕнсе илчĕ. Вĕсем кашни конкурсрах палăрса пычĕç, кунта, паллах, ОБЖ учителĕн Э.В.Романовăн тÿпи пысăк. Ачасем слета ятарлă çи-пуçпа килнĕ, çакна жюри членĕсем те палăртса хăварчĕç. Иккĕмĕш вырăна Питĕркасси шкулĕ тивĕçрĕ, виççĕмĕш - Атнар.

Слета хутшăнса малти вырăна тивĕçнĕ командăсене ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин ăнăçу сунса Хисеп грамотипе парнесем парса чысларĕ, çул-йĕр çинче нихăçан та тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтерчĕ, çавăн пекех Юрий Григорьевич слета хутшăнман шкулсене (Çĕн Атикасси, Штанаш, Тури Çĕр­пÿкасси, Серенкасси) асăнса хăварчĕ. Вĕрентÿ пайĕпе РОСТО енчен те хавхалану пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-команда район чысне республикăра хÿтĕлеме ирĕк çĕнсе илчĕ. Çамрăк инспекторсене ăнăçу сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
16 мая 2007
00:00
Поделиться