Çемье ăшши, ача сывлăхĕ, унăн пуласлăхĕ малти вырăнта пулмалла
Ача - пирĕн пуласлăх тетпĕр. Шел пулин те, çак сăмахсен пĕлтерĕшне хăш-пĕр аннесем чылай чухне ăнлансах çитереймеççĕ.
Патшалăх, акă, хăйĕн тивĕçне аса илсе пулăшма тытăнчĕ. «Куккук-аннесем» вара хăйсен таса тивĕçне мансах пыраççĕ. Ача - Турă парни, ăна тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстермелли, упрамалли пирки шутламаççĕ те. Ачасене çут тĕнче парнеленипех хĕрарăмăн, аннен тивĕçне пурнăçланă пек туйăнать пулмалла. Акă, Яманкасси ялĕнче 1983 çулта çуралнă, Чул хула облаçĕнче пурăннă Л.Р. (текстри ятсене улăштарнă) икĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача çуратнă. Ачисем пĕри-тепринчен пĕчĕкрех. Хальхи вăхăтра асли 6 çулта, вăталăххи 3 çулта, кĕçĕнни вара, Лена, 8 уйăхра çеç. Пепкесем амăшĕн ăшшине туйса çитĕннĕ тесе калаймастăн. Çити-çитми пурнăçпа пурăннă вĕсем. Тăраниччен çимелĕх апачĕ пулман, тумтирĕсем те кивелсе пĕтнĕ, витĕр ала пек курăнаççĕ. Хитре теттесемпе те выляса курман вĕсем. Мĕншĕн; Пĕр хурав - Л.Р. вĕсене çителĕклĕ тимлĕх уйăрман, эрехпе туслă пурăннă, арçынсемпе айкашнă. Ача пуррипе яваплăх хушăннине ăнланса илеймен хĕрарăм. Çемье ăшши, юратăвĕ, çепĕçлĕхĕ, сипетлĕхĕ, ача сывлăхĕ, кăмăл-туйăмĕ малти вырăнта пулмаллине ăша та хывман. Çут çанталăкри пĕтĕм кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх вĕт хăйĕн ăрăвне упраса хăварассишĕн тăрăшать. Кăлăк чăххин пĕр чĕппине çеç тыт-ха... Л.Р. вара ачисене çуратнипех çырлахнă, вĕсен пуласлăхĕ, вĕсене анне ăшшине парасси пирки шутламан та. Л.Р. амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçламанни виççĕмĕш ачи, Лена, çуралсан паллă пулнă. Çав вăхăтран, тĕрĕсрех пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа, вăл ача-пăча тухтăрĕн куçĕ умĕнче пулнă. Сăмах май, хĕрарăм йĕркеллĕ нихăш вырăнта та тĕпленсе пурăнман. Чул хула облаçĕнчен пирĕн района килсен пĕр вăхăт Штанашра, Ленăна çуратнă хыççăн Хĕрлĕ Чутай салин центрĕнчи общежитинче пурăннă. Ача-пăча тухтăрĕ каласа панă тăрăх, Çĕмĕрлерен Ленăна çуратса таврăнсан иккĕмĕш кунхинех ача амăшĕ хаяр шĕвекре рехетленнĕ. Ÿсĕр амăшĕнчен ачисене виççĕшне те больницăна илсе килме тивнĕ. Л.Р. урăлсан вĕсене илсе кайнă.
Пĕчĕкскерсене йĕркеллĕ çын тăвассишĕн тăрăшман вăл. Лена тăраниччен кăкăр сĕтне те ĕçеймен, чейпе ÿснĕ. Л.Р. ачисем пурăнакан пÿлĕмре яланах тасамарлăх хуçаланнă, унта темĕнле арçынсем чĕлĕм туртнине, пушă эрех кĕленчисем йăваланса выртнине сахал мар курнă çак çемьене сăнаса тăракансем. Хĕр ачине пăхманнипех март уйăхĕнче Ленăн кĕлеткине питĕ пысăк çăпан тухнă, амăшĕ ăна курман та. Ленăна вара амăшĕпе тата ытти ачисемпе больницăна илсе килнĕ, пепкен çăпанне каснă. Кунта та хăйне йĕркеллĕ тытман хĕрарăм, больницăран ачисене пăрахса хăварса тухса тарнă, ăна вара 2-3- эрнерен çеç тупнă. Юрать-ха, çав хушăра ачасене кукамăшĕ пăхнă.
Пĕрре çеç мар Л.Р. ачисем çинчен пуçĕпех манса кайнă. Акă, Çĕнĕ çул хыççăн вăл ача-пăча тухтăрне Чул хула облаçне кайса килетĕп тесе шантарса хăварнă, хăй çав хушăра Питĕркассинче арçынсемпе айкашнă. Ачисене вара Яманкассинчи пĕр çемьене вăхăтлăх хăварнă. Тасамарлăхра пурăннă, вĕри шывра чăмпăлтатса курман пепкесем пыйтлă пулнă иккен. Мĕн тери ачасен сывлăхĕ пирки шутламан хĕрарăм. Тĕрĕссипе, ача амăшĕ ята илтме тивĕç мар вăл. Çавăнпа та Л.Р.-на нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, ачисене районти пĕр çемье усрава илнĕ. Хальхи вăхăтра арçын ачасем садике çÿреççĕ. Усрава илнĕ кил-йышра çемье ăшшине, анне юратăвне туйса çитĕнччĕр вĕсем. Ачасен малашлăхĕ те çутă та телейлĕ пултăрччĕ.