Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Праздником весны и труда
Хаклă ентешсем!
Тулли кăмăлпа Сире пурне те Çуркуннепе
Ĕç кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!
Ĕç тата ĕçченлĕх мĕн авалтан çынна пуянлăхпа тăнăçлăх патне илсе пынă. «Ир тăракан тăранать», тесе ахальтен каламан ватăсем. Ĕçе юратса пурнăçлани – обществăна тĕрĕс çул-йĕрпе аталантарассипе тăван енĕн пуласлăхĕ те шăпах ĕçченлĕхпе çыхăннă.
Халăх тăрăшуллăхне пула районти социаллă экономика кăтартăвĕсем лайăхланаççĕ. Çутçанталăк газĕпе усă курни, хăшпĕр ялсене шыв пăрăхĕсем вырнаçтарни, çулсене асфальтпа хытарни – паллах тăван ен çыннисен тÿпи. Пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен, ÿсĕмсем татах та пулĕç.
Çак илемлĕ çурхи кун уяв ячĕпе саламласа хаваслă кăмăл, çирĕп сывлăх, куллен ÿсĕмсем тума сунатăп.