Террора хирĕç кĕрешÿ
Апрелĕн 18-мĕшĕнче район сучĕн çуртĕнче теракта хирĕç ĕçсем йĕркелемелли вĕренÿ иртрĕ. Вĕренĕве суд приставĕн ĕçченĕсем (начальникĕ В.А.Куличев) йĕркелесе ертсе пычĕç.
Малтанах, планпа килĕшÿллĕн, суд приставĕсемпе шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем йĕркене пăсакана тытса чарас, мĕнле сăлтавпа район сучĕн çуртне пынине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе ĕçлерĕç, акт çырчĕç.
Унтан взрыв хатĕрне тупса палăртрĕç. Кун пирки вăхăта ирттермесĕр суд приставĕсем район сучĕн председателĕпе администраторне, аслă суд приставне, шалти ĕçсен пайĕн дежурнăйне, республикăри ФХС управленине тата районти пур службăна та пĕлтерчĕç. Район сучĕн çуртĕнче тăрăшакансем йĕркеллĕ, паника тумасăр аяккарах, урамри хăрушсăртарах вырăна куçрĕç. Каламалла, мероприятие васкавлă пулăшу, пушар, газ службисен тата шалти ĕçсен пайĕн машинисем вăхăтра çитрĕç.