Паянхи пурнăç хушать
Хальхи вăхăтра республикăри хуласемпе ялсенче «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегийĕ çинчен» саккун проектне сÿтсе яваççĕ. Патшалăх Канашĕ çак документа пĕтĕм халăхпа сÿтсе явма кăларни - тĕрĕс йышăну. Çынсем конкретлă тата усăллă сĕнÿсем сахалах памаççĕ ĕнтĕ.
Акă, нумайăшне паянхи ял пурнăçĕ шухăшлаттарать. Пытармалли çук, юлашки çулсенче коллективлă хуçалăхсенчен чылайăшĕ арканса кайрĕ: çĕр лаптăкĕсене хуратса хăварма техника çитмест, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакрĕ... Çапла вара ял çыннин ĕç вырăнĕ çухалчĕ. Яш-кĕрĕм умне уйрăмах пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Вĕсем Мускава, Çĕпĕре, Чулхула облаçне тата ытти çĕре те ĕçлеме тухса каяççĕ.
Кун пеккисем укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ-ха. Анчах çич хут тар тăкса тунă укçасăрах таврăнакансем те çук мар. Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрĕнче пурăнакан пĕр пĕлĕшĕм каланă тăрăх, вĕсене, виçĕ çынна, Мускавра милици тумĕсем тăхăннă çамрăксем тытса чарнă, халăх сахал çÿрекен вырăна илсе кайса ухтарнă. Кĕскен каласан, укçисене пĕтĕмпе тенĕпе пĕрех кăларса илнĕ. «Уйăх ĕçлени сая кайрĕ, киле пĕр пуссăр таврăнтăмăр”, - терĕ вăл.
Çакăн пек синкерлĕ пулăм шухăша ярать. Ют çĕре кайса пилĕке авма кирлех-ши; Йывăрлăхран тухмалли çăлăнăçа хамăр патрах шырамалла мар-ши; Ялта татăклă улшăну тумалла, çĕр çыннине ĕçпе тивĕçтермелле, çынсене пурнăç тытса пыма çителĕклĕ таран пулăшмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, халĕ тăван тăрăхрах тупăш тума майсем çителĕклĕ. Акă, банксем нумай вăхăтлăх кредит параççĕ. Унпа тĕрĕс усă курсан, туса илнĕ продукцие вырнаçтарсан харпăр хăй хуçалăхне тытса тăма, ача-пăча çитĕнтерме майсем пулаççех.
Стратеги проектĕнче экологи хăрушлăхĕн тата тăван тавралăха хÿтĕлессин шайне ÿстерессине те палăртнă. Çак задачăна ăнăçлă татса парас тесен каяшсене пухасси, ĕçлесе хатĕрлесси, утилизацилесси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Паян çак ыйту хулара анчах мар, ялсенче те çивĕч тăрать. Пурне те паллă, çынсем кирек епле ăптăр-каптăра та урама е çырмана кăларса пăрахаççĕ. Халĕ, юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн, çакă куç умне яр-уççăнах тухрĕ. Çулсен хĕррипе пластик кĕленчесем, пакетсем, ытти те сапаланса выртаççĕ. Вăрманта та, уй-хирте те çакăн пеккине курма пулать. Сăра-эрех кĕленчисем сахал-и тата;
Сăмах май, кантăк кĕленчесене халĕ йышăнасшăнах мар. Сутуçăсем ĕçĕ пур, тупăшĕ çук, теççĕ ĕнтĕ. Тепĕр 10-15 çул иртсен мĕн курмалла; Лару-тăру улшăнмасан пĕтĕм территори çÿп-çап купи пулса юлать вĕт. Çут çанталăк илемĕшĕн çакăн пек «кĕрешни» никама та чыс кÿмест.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов урамсенчи тирпей-илемшĕн çулленех хытă тăрăшать. Анчах нумайăшĕн хăлхи «хытă» çав. Каланине те, ÿкĕтленине те илтесшĕн мар. Вут-шанкине те, пĕренисене те, кирпĕч-хăйăрне те, техникине те урамрах тытаççĕ.
Паллах, малашне çакăн пек йĕркесĕрлĕхсемпе вирлĕн кĕрешмелле. Çакна пулас саккуна кĕртсе хăварни питех те кирлĕ.