Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Единая Россия» тавра пĕрлешеççĕ

Иртнĕ эрнере “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн шанчăклă çыннисен координаци канашĕпе “Единая Россия” общество пĕрлешĕвĕсен консультаци канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕпрен илсен Раççей Патшалăх Думипе Федераци Канашĕн суйлавне хатĕрленесси тата ирттересси çинчен ĕçлĕ калаçу пынă.

Общество пĕрлешĕвĕсен консультаци канашĕн председателĕ, партин регионти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Анатолий Щербаков кăçалхи суйлав кампанийĕнче “Единая Россия” партин партнерĕ - партин шанчăклă çыннисемпе общество пĕрлешĕвĕсен институчĕ - çинчен информаци панă.

Партин шанчăклă çыннисен координаци канашĕн председателĕ, партин регионти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Виталий Петьков Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне хатĕрленессипе тата ирттерессипе çыхăннă тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.

Ларура “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн председателĕ Валерий Павлов, регионти “Раççейри пенсионерсен союзĕ” общество организацийĕн председателĕ Валерий Сапожников, Афган вăрçин инваличĕсен общество организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, политика репрессийĕнче асап тÿснисен Чăваш ассоциацийĕн ертÿçи Анатолий Марков тухса калаçнă. Çитес суйлавра вĕсем “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕпе таччăн çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтернĕ, ку енĕпе конкретлă ырă канашсемпе сĕнÿсем панă. Тĕслĕхрен, вĕсем “Единая Россия” партипе пĕрле тĕрлĕ акци ирттерме палăртнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче “Чыс та мухтав аслă ăрăва!” уйăхлăх иртет. Хĕç-пăшаллă çарсен çамрăк ветеранĕсем суйлавçăсемпе Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратеги проектне анлă сÿтсе явнă.

Ларура çавăн пекех “Единая Россия” партин шанчăклă çыннисен регионти координаци канашĕн йышне Чăваш Енри ятлă-сумлă çынсене суйланă.



"Пирěн пурнăç"
21 апреля 2007
00:00
Поделиться