Пархатарлă кун-çул
Эпĕ Константин Александрович Грузинова пĕр 35 çул каяллах пĕлетĕп. Вăл ун чухне Штанашри вăтам шкулта ĕçлетчĕ. Пĕррехинче Çĕн Атикасси каччи районти «Урожай» спорт обществине килнĕ-мĕн те, хавхаланса та хавасланса калаçнине илтме тÿр килчĕ.
- Ачасем, - тет, хăйпе пĕрле ертсе килнĕ йĕкĕтсене, - çак вырсарни кун пирĕн чутайсемпе хытах тупăшма тивет. Çавăнпа та уйрăмах пăшалтан тĕл пересси çине тимлĕрех пăхмалла. Эпĕ лайăх ăнланатăп - эсир йĕлтĕрпе хăвăрт чупатăр, кашнин вăхăчĕ лайăх. Анчах... тĕл пересси... шухăшлаттарать-ха мана.
Вăтам кĕлеткеллĕ, сарă-çырă çÿçлĕ çамрăка çавăн чухне питĕ лайăх ас туса юлтăм. Халĕ маларах иртсе калам-ха, Константин Александрович биатлон енĕпе ăмăртса республикăра ялти спортсменсем хушшинче ултă хут çĕнтернĕ çын! Биатлон тесенех спортпа çывăх кашни çын çакна лайăх пĕлет - йĕлтĕрпе чупмалла, мишеньсене тĕл тивретмелле, йăнăш-мĕн пулсан тата тепĕр çаврăм чупмалла.
- Çак йывăрлăхсене пĕтĕмпех чăтса-тÿссе ирттерме лекет ĕнтĕ, - аса илет иртнине Константин Александрович. - Чи малтанах çамрăклах спорта юратни, вăй-хал парса тренировкăсем ирттерни пулăшать. Çар службине Германире ирттерни те çав шутах кĕрет пулĕ.
К.Грузинов хăй вăхăтĕнче Раççейре мала тухассишĕн те кĕрешнĕ. Акă, Ленинград, Свердловск тата Смоленск облаçĕсенче çĕршывĕпех чапа тухнă спортсмен-биатлонистсемпе вăй виçнĕ. Япăх мар кăтартусемпе финиша çитнĕ. Ку 70-мĕш çулсенче пулнă. Асăнмалли, Хисеп грамотисемпе, диплом-жетонсемпе мухтанмалли пур унăн. Утмăл урлă тахçанах каçнă пулин те, халĕ те вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп-ха вăл. Кĕскен каласан, ăна хăй çулне параймăн.
Çĕн Атикасси каччи 1967 çулта Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтран физкультура вĕрентекенĕ пулса тухать. Ăна районти вĕрентÿ пайĕ хăй пĕлÿ илнĕ Штанашри вăтам шкулах ĕçлеме вырнаçтарать. Ас тăватăп-ха, 1969 çулта редакци мана ун чухнехи «Маяк» колхоза хуçалăх ĕçĕ-хĕлне тишкерсе çырма командировкăна янăччĕ. Февраль уйăхĕ, хĕл кунĕ. Колхоз правленийĕнчен тухрăм та çырма урлă каçса шкула çитрĕм. Юр корчĕсем çийĕпе, йĕлтĕр йĕрĕ тăрăх, ачасем ыткăнаççĕ. Вĕсем хушшинчех-мĕн Константин Александрович та.
- Физкультура урокĕ, - терĕ вăл ман пата çитсе чарăнса. - Çакăн пек хĕвеллĕ те уçă сывлăшлă кун вĕренекенсене спортзалра тытас килмест. Хам çак ачасенчен кăштах аслăрах пулни кăна мана вăтантарать...
Тĕрĕсех, вăтантарать, терĕ вăл. Эпĕ вара Хĕрлĕ Чутая çитсенех «Штанаш шкулĕ спортсменсемпе пуян» ятлă материал çыртăм, тепĕр темиçе кунтанах вăл пичетленчĕ.
Константин Александрович тăрăшнипе Штанаш шкулĕнче каток йĕркелени халĕ те асран тухман-ха. Çав вăхăтра ачасем коньки спортне хытă килĕштеретчĕç. Конькипе чупасси, хоккейла вылясси анлă сарăлса кайнăччĕ. Районта Штанашри пек лайăх каток пулман темелле. Çавăнпа районта мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусем кунта пулатчĕç. Шавласа, кĕрлесе тăратчĕ çав Штанаш ялĕ!
Константин Александровича кĕçех район центрне куçарчĕç. Хыççăн Чутайри вăтам шкулта вăл хальхи ОБЖ урокĕсене ертсе пычĕ. Кашни çамрăка малтанхи çар пĕлĕвĕ парассишĕн хытă тăрăшрĕ. Çар пÿлĕмне те аван йĕркеленĕччĕ. Яшсем унта хăйсене мĕн интереслентернипе паллашма пултаратчĕç.
- Эпĕ ирĕклĕ «Урожай» спорт обществин районти организацисене ертсе пынă çулсене ырăпа аса илетĕп, - тет халĕ Константин Александрович. - Вăл вăхăтра ялсенче футбол, волейбол площадкисем чылайччĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ăмăртусене хастар хутшăнатчĕ. Мĕн чухлĕ ăмăрту ирттермен пулĕ! Республикăра иртекен тупăшусене сахал хутшăннă-и тата;
Константин Александровича пурнăç унталла та кунталла пăркаланă теме пулать. Вăл хăй вăхăтĕнче районти коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕ те пулчĕ. Çавăн пекех «Сельхозэнерго» организацийĕнче те 12 çул ĕçлерĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пурне те пултаракан çын - водитель, электрик, ал ăсти...
Хăш чухне ун патне Çĕнĕ центрта пурăнакансем чупса пыраççĕ, пулăшу ыйтаççĕ: Костя пичче (дядя Костя), выключателе тем пулчĕ, хваттерте электроçутă çук...
Константин Александрович тăхтаса тăмасть, тÿрех ĕçе пикенет. Хыпкăч, изолента, отвертка тата ытти те алă айĕнчех унăн. Хăш чухне вăл калаçать, шÿтлет. Тепĕр чухне вара сăмах вакласах каймасть.
- Итле-ха, - терĕ пĕррехинче, - эпĕ çитĕннĕ чухне хура-шурне самаях ас тиврĕм çав. Атте Аслă вăрçăра пуçне хунă. Тепĕр 50 çултан ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлани çинчен пĕлтĕмĕр. Шел, çакна анне кĕтсе илеймерĕ.
Константин Александровичпа унăн мăшăрĕ Елизавета Петровна пирĕн çуртрах пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ача пăхса ÿстернĕ. Асли, Гена, Чăваш патшалăх университетĕнчен экономист пĕлĕвĕ илсе тухнă, халĕ Шупашкарти пĕр фирмăра ĕçлет. Надя хĕрĕ Мускавра пурăнать, çемьеллĕ. Çу кунĕсенче Грузиновсен икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнче ача-пăча çуйхашни илтĕнсе тăрать. Кукаç-асаттене тата кукам-асаннене хăйсен вăййи-куллипе савăнтараççĕ мăнукĕсем.
Елизавета Петровна ĕмĕрне çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçе халалланă. Вăл 37 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çапах та хамăн кÿршĕсем çине пăхатăп та вĕсем кану мĕнне туймаççĕ пек туйăнать. Акă, иккĕшĕ те ветерансен хорне çÿреççĕ.
- Юрă-ташă - чун канăçĕ, - тет кун пирки сăмах пуçарсан Константин Александрович. - Пĕр вăхăт эпĕ районти халăх театрне те ертсе пынăччĕ. Çавăнпа сцена çине тухса халăха хамăр пултарулăхпа савăнтарасси маншăн чуна çывăх туйăм.
Çак статьярах манăн Грузиновсен кинĕ пирки те сăмах хускатас килет. Константин Александрович хăй вăхăтĕнче республикăри паллă биатлонист шутланнă пулсан, унăн кинĕ, Геннадий арăмĕ, Елена, пуринчен те ирттерет! Вăл Америкăри Атлантăра иртнĕ çуллахи олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулчĕ! Унта çуран утассипе вуннăмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Халĕ вăл врач, Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать.
Грузиновсен пурнăçри çул-йĕрĕ - çамрăк ăрушăн чăннипех те пархатарлă, ырă кун-çул.