Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Эпир хамăр уйпуçсем...

Чăннипех çапла калама пултараççĕ Мăн Этмен вăтам шкул çумĕнчи ача садне çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансем. Нумаях пулмасть вĕсем «Тăван ен сукмакĕпе» проекта хутшăнса Уйпуç ялне çул тытрĕç. Ушкăна Л.А. Паркина воспитательница ертсе пычĕ.

Умри тĕллевсем пысăк: тăван ял çинчен ачасен тавра курăмĕпе пĕлĕвне ÿстересси, анлăлатасси, урам ячĕсене ĕлĕкхипе хальхине икĕ чĕлхепе, чăвашла-вырăсла, танлаштарса пырасси* тăван ене, ял-йыша, ял ĕçченĕсене, ватă çынсене хисеплеме, сума сума, юратма вĕрентесси.

Çул çÿреве урамсемпе паллашнинчен пуçларĕç. Топонимикăра, урам текен пĕр ăнлавах: «Кас, çут, куккăр» формăсенче тĕл пулни çамрăк тĕпчевçĕсене кăсăклантарсах ячĕ. Ку, чăннипех, авалхи ял иккенне пĕлтерекен паллăна шута илчĕç, ăша хыврĕç вĕсем.

Унтан ачасем Мăн урамри чултан, кирпĕчрен купаланă авалхи лавкка тĕлĕпе иртсе çĕннине шыраса тупрĕç. Кунта тĕрлĕ пылак çимĕç туяннă хыççăн ялти культурăпа кану çуртне, клуба, утрĕç.

Кунтах ял библиотеки. З.И.Царицына библиотекарь ачасене хапăл туса, тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ, илемлĕ кĕнекесен «асамлă тĕнчипе» паллаштарчĕ, сăвăсем калаттарчĕ.

Вырăнти шкулта тăван ен культури предмета вĕрентнĕ Н.И.Крупинов учитель Уйпуçĕнчи Тари мăнакран (Дарья Фадееваран) çырса илнĕ «Эпĕ пасара кайни» юмаха ярса пачĕ. Ачасем ăна кăмăл тусах йышăнчĕç. Сăмах çăмхине пĕрле кустара-кустара, юрла-юрла пычĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. Унта Николай Иванович авалхи ĕç хатĕрĕсемпе те туллин усă курчĕ. Тырă вырмалли çурла та, манăçа туха пуçланăскер (паянхи ачасем ăна та пĕлмеççĕ иккен), нумай шăллă пуç тури те сăнарлăх тума пулăшакан чи кирлĕ хатĕр-хĕтĕр пулса тăчĕç. Сăмах май, библиотека çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе чăннипех те пысăк ĕç тăвать. Кăçалхи çул, Ача çулталăкĕ пулнă май, кунта пĕчĕккисем валли «Для самых маленьких», «Твои первые книжки», «Я ребенок - я человек» тата район - 80, Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул тултарнине халалланă, «Тăван тавралăх - Чутай ен», «Аваллăх сукмак йĕрĕпе», «Пирĕн ентешсем - паллă çынсем», «Паянхи пурнăç» куравсем йĕркеленĕ. Çакă кунта çирĕп хуçа, З.И.Царицына, ĕçе тĕплĕн пĕлсе, тулли кăмăлпа пурнăçласа пынине кăтартать. Зоя Ионовна хăйĕн ĕçĕнче пысăк опыт, ăсталăх пухнă çын. Ĕçтешĕсем, ял-йыш хушшинче чыс-хисепе тивĕçнĕ. Ахальтен мар унăн сăн ÿкерчĕкне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Вăл ял, район, республика шайĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнать, нумай чухне пуçарулăх кăтартать. Çапла пулмалла та ял библиотекарĕн.

«Кулленхи ĕçре мĕн хумхантарать;» - тесе ыйтсан, çапларах хурав пачĕ Зоя Ионовна:

- «Çырăнтару - 2007» валли хаçат-журнал илсе тăма  Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ф.Кошелев укçа-тенкĕ çителĕклех уйăрса пачĕ. Ача-пăчасем валли хальлĕхе «Тетте», çамрăксен «Самант» журналĕсем килсех тăраççĕ. «Пирĕн пурнăç» хаçат та яланах сĕтел çинче. Анчах та ялта шкул çукки пирĕн ĕçре ура хурать. Çамрăк вулакансен хисепĕ чакса пырать. Малалла Мăн Этмен вăтам шкулĕпе тачă çыхăну тытасах пулать ĕнтĕ», - терĕ вăл.

Малалла ачасем клуба кĕчĕç. Унта вĕсене Э.И. Корсунова кĕтсе илчĕ. Вăл ялти клуб историйĕпе, кун-çулĕпе паллаштарчĕ, ташă картине чĕнчĕ. Кунта та Ача çулталăкне халалланă стенд чылай: «2007 çул - Ача çулталăкĕ», «Нумай ачаллă Морозовсен çемйи» тата ытти те.

Çуллен ÿсĕм тăвакан «Тайфун» футбол командине чыслакан кĕтес ачасене килĕшрĕ.

Çул çÿрев ăнăçлă иртнипе пĕчĕк шăпăрлансем кăмăллă юлчĕç. «Эпир хамăр уйпуçсем», - тени вара пысăк хак пани вырăннех пултăр.



"Пирěн пурнăç"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться