Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çурхи кун - çăлталăклăх

Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕсенче пуринче те çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Çав шутра В.Никитин фермер хуçалăхĕнче те ĕç шăв-шавĕ тăрать.

- Уй-хир юртан тасалчĕ. Эппин, паян-ыранах кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантармалла, техника хатĕрлемелле, - пуçларĕ калаçăва В.А.Никитин хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарнă май.

Сăмах май, Никитин фермер хуçалăхĕ Хăмарккапа Кив Ирчемес ялĕсене пĕрлештерсе тăрать.

Пĕр çул каялла Владимир Андреевич «Вперед» хуçалăхăн пурлăхне хăйĕн хÿттине илчĕ, малалла аталантарса пыма пуçларĕ. Калас пулать, хальхи вăхăтра хуçалăх çирĕп те малашлăха курса ĕçлесе пыракан чăн-чăн ертÿçĕ аллинче. Çак кĕске хушăра В.А.Никитин тăван хуçалăхшăн ыррине сахал мар турĕ. Акă, иртнĕ çул техникăна салука хурса икĕ МТЗ трактор, БДМ 3х4 дискатор туянчĕ. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕнче кивĕлле ĕçленин усси сахалтарах. Çĕнĕ техника ĕçченсен ĕçне чылай çăмăллатать, ĕç пахалăхĕ те курăнать.

Халĕ фермер 1192 гектар çĕрпе усă курать, вĕсенчен 848-шĕ - акса-вырса илмелли лаптăксем. Иртнĕ çул кĕр калчисене 300 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал çурхи ĕçсене 300 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пурнăçлама палăртнă. Пахча çимĕçсенчен кунта çĕр улмие 7 гектар лартса ÿстерме шутлаççĕ.

Механизаторсене илес пулсан, техникăпа ĕçлеме вĕсем çителĕклĕ. Тĕп инженер тивĕçĕсене В.В.Крыцов йĕркелесе пырать. Çамрăк специалистпа курса калаçрăмăр, хавхалансах тăрăшни сисĕнчĕ. Техника шучĕ: гусеницăллисем иккĕ, урапаллисем - 6 единица, Т-150 маркăлли те пур. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ кÿнĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусем пирки пĕр-ик сăмах каламалла, хуçалăхсем пĕрлешнĕренпе тухăç илесси ырă еннелле улшăннă. Кăçал та ертÿçĕ çĕрпе туллин усă курма, халиччен выртнă пушă уйсене акса хăварма шутлать.

Тĕрлĕ енлĕн ĕçлеме тăрăшать фермер. Кунта çăнăх тăвакан арман та ĕçлет. Ĕне выльăхсен шучĕ 150 пуçпа танлашать, вĕсенчен сумалли ĕнесем 55 пуç. Фермăра 3 доярка тăрăшать. Кунти ĕнесем талăкра вăтамран 16 килограмм сĕт антараççĕ. Ку районти вăтам кăтартуран (11,4 килограмм) самаях лайăх. Пĕлтĕр ку тапхăрта кунти ĕнесенчен талăкра 15 килограмм продукци илнĕ. Куратпăр ĕнтĕ, кăçал ÿсĕмсем пур.

Хуçалăх аталанăвĕ унта ĕçлесе пурăнакансенчен те нумай килет. Паянхи куна фермер хуçалăхĕнче 26 ĕçчен тимлет. Паллах, вĕсен шалăвĕ пирки интереслентĕм.

- Шутласа пăхнă тăрăх, иртнĕ çул кашни ĕç çынни уйăхра вăтамран 2208 тенкĕ укçа илнĕ, дояркăсен ытларах тухнă. Кăçал çак хисепе 3 пинрен ирттерме шутлатпăр. Паянхи куна илес пулсан, ĕç çыннисене март уйăхĕн укçине пĕчĕккĕн панă, - терĕ Владимир Андреевич.

Ертÿçĕне паян уйрăмах мĕн пăшăрхантарать тесен вăл çапла хуравларĕ: «Тăвас килнĕ ĕçсем чылай. Çĕр çинче ĕçлени яланах ырлăхпа-пурлăхпа таврăнать, анчах укçа-тенкĕ çитменни канăçсăрлантарать. Наци проекчĕпе анлă усă курма тăрăшатпăр. Кăçалах утă пуçтармалли кĕрепле, пресс ПРФ –180, кĕр аки валли сеялка илме шутлатпăр”.

Çапла, чуна парса ĕçлесен çеç пурнăç тулăх та аван пуласса ăнланать çĕр çынни. Владимир Андреевич шăпах çакăн йышшисенчен.



"Пирěн пурнăç"
18 апреля 2007
00:00
Поделиться