Шкул ачисем хушшинче ыйтăм
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пынă май яшсемпе хĕрсен алкогольпе тата наркотиклă япаласемпе усă курни пирки еплерех шухăшсем пулнине пĕлес тĕллевпе районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те 8-11 классем хушшинче анкетировани ирттернĕ.
Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, наркотиксене çамрăксем хушшинче сарни пирки район халăхĕ лайăх пĕлнине 243 (68 процент) вĕренекен çирĕплетнĕ.112-шĕ (31,5 процент) вара кун пек шутламасть.
Анкетированине хутшăннисем пурте наркотике ас тивсе курманни пирки тата вĕсен тăванĕсемпе юлташĕсем, паллаканĕсем хушшинче наркотиклă тата наркăмăшлă япаласемпе усă куракансем çукки çинчен пĕлтернĕ. Ачасенчен ытларахăшĕ (52,4 процент) çул çитмен çамрăксене наркотикпа туслашма юлташĕсем хистеççĕ тесе шутлаççĕ. 20 проценчĕ пĕлменнине çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе хирĕçни тепĕр чухне çакăн патне çитерет тесе 66-ăн (18,6) палăртнă. 50 вĕренекен вара çакна телевидени передачисенче пусмăрлăх пирки кăтартнипе тата спиртпа, наркотикпа тата чĕлĕмпе усă курни пирки тĕрлĕ вăрттăн реклама пуррипе сăлтавланă.
Ыйтса тухнисем наркотиксене камсем тата ăçта сарнине пĕлменнине палăртнă. Ачасенчен 20 проценчĕ çын наркотик серепине çакланнинчен хăй тĕллĕн хăтăлма пултарать тесе шутлать. Ыттисем вара пурте çакна хирĕçленĕ. Çамрăксен 30,7 проценчĕ наркотикран писейменнисен ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтмалла тесе шутлать. 15,7-шĕ вара вĕсен шалти ĕçсен пайне каймалла тет. Сывлăх сыхлавĕн учрежденинче пулăшу ыйтмалла тесе ачасенчен 16,6 проценчĕ палăртнă. Психолог е нарколог ку енĕпе пулăшу пама пултарнине 57,7 процент пĕлтернĕ.