Амăшĕн капиталне илекенсен йышĕ ÿсет
Март уйăхĕн вĕçĕнче районта чи малтан амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнисем пирки хамăр хаçатра çырса пĕлтертĕмĕр. Апрелĕн 11-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче тата ача амăшĕсенчен 5-шне сертификат парса чысларĕç. Вĕсем: Н.А.Падюкова (Турхан), Л.М. Иванова (Хĕрлĕ Чутай сали), А.А.Ельмова (Мăн Этмен), С.М.Михайлова (Черемушки), Г.А.Кокорева (Анат Çĕрпÿкасси).
Чи малтанах Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ В.Н.Кузнецова сăмах илчĕ, ача амăшĕн капиталне илмелли йĕркесем çинче чарăнса тăчĕ, телейлĕ амăшĕсене ăшшăн саламларĕ, малалла та демографиллĕ лару-тăрăва лайăхлатса пыма чĕнсе каларĕ. Валентина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕçлĕ 9 çын заявлени çырнă, 2007 çулăн пĕрремĕш кварталĕнчи пĕтĕмлетÿсемпе вара 24 ача амăшĕ çак сертификата тивĕçмелле.
Çемьесене савăнăçлă лару-тăрура саламлама вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева та хутшăнчĕ. Татьяна Николаевна ача çурални пысăк телей пулнине каларĕ. Ача çулталăкĕнче çамрăк ăрăва йĕркеллĕ те тивĕçлĕ пăхса ÿстересси çине уйрăмах тимлĕ пăхма пуçлани, патшалăх ачаллă çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшни чăннипех пархатарлă ĕç тесе палăртрĕ. Çавăн пек ырă пуçарусем хыççăн республикăра та, районта та демографиллĕ лару-тăру ырă еннелле улшăннине пĕлтерчĕ вăл, çамрăк амăшĕсене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курма ăнăçу, телей сунчĕ, татах та йыш хушма сĕнчĕ.
Ача амăшĕсен шухăшĕсемпе интереслентĕм.
- Эпĕ темле героиня мар, хама амăшĕн капиталне тивĕçетĕп тесе пĕрре те шутламан, пепкем Çĕнĕ çул хыççăн çуралчĕ, тухтăр палăртнă тăрăх, ачан иртерех çут тĕнчене килмеллеччĕ. Шăпам çапла пулчĕ пулĕ, - терĕ вăтанчăклăн Г.А. Кокорева.