Çур аки умĕн ыйтусем нумай
Апрелĕн 12-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, инженерсем, механизаторсем, специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çур акине мĕнле хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ семинар-канашлăва пухăнчĕç. Унта район пуçлăхĕ те хутшăнчĕ.
Семинар-канашлу “Нива” ял хуçалăх предприятийĕнче пуçланчĕ. Пухăннисем Мучикассинчи техника паркне çитсе çур аки умĕнхи лару-тăрупа паллашрĕç.
- Паянхи куна “Нива” ял хуçалăхĕ ака-суха ĕçĕсене хатĕрленет, - терĕ ертÿçĕ В.И.Мурайкин. - Техникăсене уя тухиччен юсаса çитеретпĕр, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем ĕçе хатĕр, механизаторсем çителĕклĕ, вĕсене мĕнле хавхалантарса пырассине те палăртнă. Кăçал çурхи культурăсене 330 гектар çинче акса хăварма планлатпăр. Ăна валли вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене кÿрессипе те тимлетпĕр, хальлĕхе топливо 4 тонна таран пур-ха. Кăçал пур вăрлăха та им-çамласа акса хăварма, ÿсен-тăрансене çум курăкран хÿтĕлеме шутлатпăр, паллах, кĕркунне пысăк тухăç илесси çинчен ĕмĕтленетпĕр. Шел те, техника кивелсе пыни ĕçре чăрмав кÿрет. Çапах та çĕнĕ техника илесси пирки те шухăшлатпăр, унсăр ĕç тухăçлăхне, пахалăхне ÿстерме йывăр. Паянхи куна çур акине хатĕрленекенсем валли столовăй ĕçлет, механизаторсемпе специалистсем вырăнтах апатланаççĕ, - пĕлтерчĕ Владимир Иванович.
Малаллахи çул çÿрев “Путь Ильича” колхозра тăсăлчĕ. Кунти ĕç-хĕлпе Н.Н.Мидушкин тĕп инженер паллаштарчĕ. Калас пулать, паян асăннă хуçалăх пысăк йывăрлăхра. Кунта çур акипе çыхăннă татса паман ыйтусем чылай: кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать, хуçалăхăн парăмсем нумай, ĕçченсем ĕç укçи илеймеççĕ тата ытти те. Техникăна вăхăтра юсава лартайманни халĕ хытах чăрмав кÿни пирки пăшăрханса каласа пачĕ Н.Н.Мидушкин инженер. Анчах çур аки кĕтмест, кĕске вăхăтра ытти хуçалăхсемпе, вырăнти çĕр ĕçченĕсемпе килĕшÿ тупса вĕсем çурхи культурăсене вăхăтра акса хăварасса шанас килет паллах.
Семинар-канашлăва пухăннисем “Коминтерн” ЯХПК-ри техника паркне çитрĕç. Хуçалăх ертÿçи А.Б. Новикова кăмăлпах кунти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ.
- Паянхи куна паркра 40 яхăн çын ĕçлет, техникăсем çур акине тухма хатĕр. Ака-сухана гусеницăллă 6 трактор, урапаллисем 10-шĕ хутшăнаççĕ. Çак кунсенче çеç лизинг мелĕпе çĕнĕ ХТЗ-175 трактор туянтăмăр, хакĕ - 2 миллион тенке яхăн. Техникăна Ю.Г. Волкова шанса патăмăр. Çур акине тухиччен хăватлă трактор валли харăсах пĕр вăхăтра темиçе ĕç тăвакан агрегат тата тепĕр дискатор илме шутлатпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени çителĕклĕ янтланă, вăрлăх пур, саппаслăх та хатĕрленĕ. Механизаторсем тĕлĕшĕнчен пирĕн йывăрлăх çук, - терĕ Альбина Борисовна.
Пухăннисем Германире туса кăларнă акма çĕр хатĕрлекен Smaragd 9 агрегат умĕнче чарăнса тăчĕç. Асăннă агрегат пĕчĕк тăкакпа пысăк калăпăшлă ĕç тума пултарать. “Малашне уй-хир ĕçĕнче çĕнĕ йышши техникăпа усă курни хуçалăха чылай çăмăллăх кÿрĕ, укçа-тенкĕ те перекетлеме май парĕ”, - тесе хăварчĕ А.Б.Новикова, паркри техникăсемпе паллаштарнă май. Çĕр пурлăхне ÿстерессипе мĕнле ĕçлени пирки те каласа пачĕ хуçалăх ертÿçи.
Унтан ушкăн тырă упранакан кĕлетсене çитрĕ, вăрлăхсене им-çамламалли çĕнĕ агрегатпа паллашрĕ. Ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен районти станци начальникĕ Л.А.Еремеев тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене чир-чĕртен хÿтĕлес тесен вăрлăха акас умĕн им-çамламалли пирки аса илтерчĕ, унсăрăн тырă тухăçĕ самаях чакнине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе “Коминтерн” ЯХПК-ра бригада хатĕрленĕ, унта 10 çын ĕçлет, ушкăна А.И.Храмов ертсе пырать, вĕсемех акара тимлĕç. Пĕтĕмĕшле бригада ĕçе хатĕр, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, ĕç хăрушсăрлăхĕн инструктажне илнĕ.
Кăнтăр тĕлне пурте Атнарти Культура çуртне пухăнчĕç. Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пычĕ, тĕп агронома Н.Ф.Коробкова сăмах пачĕ.
- Кăçалхи çур акинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 7417 гектар çинче 12 500 тонна акса хăварма палăртнă, ку иртнĕ çулхинчен 104 гектар ытларах. Пĕлтĕр кĕр акине 2785 гектар çинче пурнăçланă, 1636 гектар çинче çĕртме тунă. Çавăн пекех çĕр улмипе пахча çимĕçсене пĕлтĕрхинчен кая мар лартса ÿстермелле.
Вăрлăх пирки калас пулсан, акма кирлĕ 1558 тонна вăрлăхран 1464 тоннине хатĕрленĕ е ку 94 процентпа танлашать, вĕсенчен кондицие 88 процент тивĕçнĕ. Вăрлăха акма юрăхлă стандарта “Коминтерн”, “Путь Ильича”, “Аккозинский” хуçалăхсенче, Никитин фермер хуçалăхĕнче çитернĕ. Вăрлăх улăштарса çĕнетессипе уйрăмах “Коминтерн”, “Свобода”, “Нива”, “Асамат” хуçалăхсенче, Никитин фермер хуçалăхĕнче тăрăшарах ĕçлени палăрать.
Çур аки тапхăрĕ пуçланчĕ темелле. Нумай çул ÿсекен курăксем çинче нÿрĕк тытса хăварассишĕн тимлемелле, вăрлăхпа ĕçлемелле, тĕш тырăсене им-çамламалла, кĕр калчисене апатлантармалла, çĕртме уйĕсене сÿрелемелле, хуçалăх ертÿçисемпе специалистсен техникăсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшмалла, - вĕçлерĕ калаçăва Н.Ф.Коробков.
Райадминистрацин хăрушсăрлăх техникин специалисчĕ А.Н. Куропаткин районти техника хисепĕпе паллаштарчĕ. Анатолий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне районĕпе 149 трактор шутланать, груз турттармалли автомашинăсем - 110, акмалли агрегатсем - 73, культиваторсем - 74, плугсем - 83 ... Шел те, ял хуçалăхĕнче техника шучĕ çултан-çул чакса пырать, çакă техника кивелсе юрăхсăра тухнипе çыхăннă, çĕннине вара чылайăшĕ туянма пултараймасть. Паянхи куна мĕн пур техникăн 70-85 проценчĕ ака-сухана тухма хатĕр.
Çур акине ирттерме 140 тонна дизель топливи, 45 тонна бензин, 10 тонна дизель çăвĕ кирлĕ. Шел те, “Сура”, “Мочковашский”, “Авангард” хуçалăхсем ку енĕпе йывăр лару-тăрура. Асăннă хуçалăхсем çур акине мĕнле ирттерме шутлаççĕ-ши; Хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăсене юсас ĕçсем тăсăлса кайнă. Механизаторсем çитменни те хытах пăшăрхантарать. Уйрăмах ку ыйту “Штанашский”, “Питеркинский”, “Мочковашский”, “Сура”, “Путь Ильича” хуçалăхсенче çивĕч тăрать. Çавăн пекех специалистсем те (токарь, сварщик, слесарь, инженер, агроном) çитмеççĕ.
Хуçалăхсенче механизаторсем хушшинче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухасси вĕçленсе пырать, анчах техника хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнса ĕçлессипе вĕрентÿ ирттерессипе хуçалăхсенче япăх ĕçлеççĕ.
Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ В.М.Васюков ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче тракторсене тĕрĕслеве тăратасси япăх пыни çинчен каларĕ, 10 хуçалăхран “Свобода” колхозра çеç çак ĕçе кирлĕ пек йĕркеленине пĕлтерчĕ, ыттисене ку енĕпе тимлеме чĕнсе каларĕ. Килте трактор тытакан уйрăм граждансем те техникăсене тĕрĕслеве тăратма васкаманни çинчен асăнчĕ, йĕркене пăхăнманнисенчен çирĕп ыйтаççĕ терĕ.
Районти ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Э.Н.Викторова акара хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелли, хуçалăх ертÿçисен, ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен ĕçлекенсене тивĕçлĕ условисем туса памалли çинче чарăнса тăчĕ.
Вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ А.А.Барышникова, ял хуçалăх министерствин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял хуçалăх производствине пулăшас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Л.Г.Куропаткина, ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕ Г.П.Алмакаева сăмах илчĕç. Вĕсем çур акине лайăх хатĕрленсе ирттерессипе тата хушма укçа мĕнле илессипе (кредит, субсиди), ака-сухара палăрнă çĕнтерÿçĕсене мĕнле хавхалантарма йышăннипе паллаштарчĕç. Галина Петровна районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн I кварталти кăтартăвĕсене, çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене палăртрĕ.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин сăмах илчĕ. Вăл çур акине тĕплĕн хатĕрленсе, агротехникăлла кĕске вăхăтра пурнăçласа ирттермелли çинче чарăнса тăчĕ, хуçалăх ертÿçисене механизаторсемпе тырă акакансене пур енлĕн хавхалантарса пыма чĕнсе каларĕ, çак кунсенче уй-хир ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса памалли, ĕç хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта пулмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Çавăн пекех канашлура предприяти-организаци ертÿçисем 2007 çулхи I кварталăн ĕç кăтартăвĕсемпе отчет турĕç. Палăртмалла, канашлăва вĕсем сахаллăн килнĕ, кун пирки район пуçлăхĕ пăшăрханса каларĕ. Çавăн пекех ака-суха енĕпе йĕркеленĕ семинар-канашлăва “Аккозинский”, “Авангард” хуçалăхсенчен килмен.
Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ А.И.Криков пĕтĕмлетрĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăрт, пахалăхлă вĕçлесси çак хĕрÿ тапхăра мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килнине пĕлтерчĕ, пурне те ĕçре ăнăçу сунчĕ.