Вут-çулăмра сарай çуннă
“Хĕрлĕ автан” авăтнин сăлтавĕсем: газ хатĕрĕсемпе, электрооборудованипе, шăрпăкпа усă курнă тата кăмака хутнă чухне тимсĕрлĕхпе асăрханулăх çинчен манни. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче Хватукассинче, 19 сехет иртсен, Алина Геннадьевна Федорова хуçалăхĕнче пушар тухнă - сарай çуннă. Вут-çулăмра сарай тăрри çунса кĕлленнĕ. Пушар хурал ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула “хĕрлĕ автана” малалла алхасма паман. Пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ.
"Пирěн пурнăç"