Кун йĕркинче - экономика ыйтăвĕсем
Апрелĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе канашлу иртрĕ.
Канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин йĕркелесе ертсе пычĕ, кун йĕркипе паллаштарчĕ, республикăран предпринимательлĕхе аталантарма пулăшакан ушкăн килсе çитнине пĕлтерчĕ. Канашлăва райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем, предпринимательсем хутшăннине палăртмалла.
Чи малтанах ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕ Г.П.Алмакаева районта предпринимательлĕх мĕнле аталанса пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Паянхи рынок условийĕсенче 43 пĕчĕк предприятие, 8 фермер хуçалăхне, 253 предпринимателе регистрациленĕ. 2006 çулта вĕсем район бюджетне 1 миллион та 850 пин тенкĕ укçа хывнă. Палăртмалла, предпринимательлĕхе аталантарни экономика ыйтăвне чылай лайăхлатать. Çавăнпа патшалăх енчен предпринимательлĕхе аталантарма майсем туса парсах тăраççĕ. Кунта наци проекчĕ пурнăçа кĕни питĕ вырăнлă. Вырăнсенче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркеленеççĕ, халăхран ял хуçалăх продукцийĕсем туянса тирпейлеççĕ. Галина Петровна пĕлтернĕ тăрăх, 2006 çулта республикăра “Çулталăкри чи лайăх предприниматель” конкурс ирттернĕ, анчах районтан унта пĕри те хутшăнма кăмăл туман.
Канашлура тĕп докладсемпе Чăваш Республикинчи 6 № налук службин федераллă тĕрĕслев уйрăмĕн начальникĕ С.П.Краснова, ЧР Экономика министерствин предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен консультанчĕ В.П.Сперанская, “Бизнес технологи шкулĕн” менеджерĕ, республикăри бизнес-инкубатор компанийĕн управляющийĕ Е.А.Сульгина, Раççей Перекет банкĕн 4438 № Етĕрнери уйрăмĕн кредит енĕпе ĕçлекен сектор начальникĕ Т.В.Теплекова, республикăри “Развитие” гаранти фончĕн представителĕ С.А. Федотов, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Н.П.Леонова, районти ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕ Э.Н.Викторова, районти Пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕ Л.П.Козлова тухса калаçрĕç. Вĕсем налук ыйтăвĕсем, предпринимательлĕхе аталанма май паракан çул-йĕрсем тавра, банк пулăшăвĕсемпе анлă усă курмалли, бизнес ĕçĕнче те РФ Ĕç Кодексне пăхăнмалли çинчен калаçрĕç. Çавăн пекех предпринимательсене хăйсен ĕçченĕсене, саккунпа килĕшÿллĕн, пурăнма палăртнă чи пĕчĕк укçа виçинчен сахалтарах тÿлемелле марри, ĕçлекен граждансен пенси капиталĕ пирки тата ытти чылай ыйтăва хускатрĕç. Н.П.Леонова предпринимательсене тата анчах ĕç пуçарса яракансене суту-илÿ вырăнĕсенче санитарипе эпидемиологи правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен асăрхаттарса хăварчĕ.
Канашлăва А.П.Самылкин пĕтĕмлетрĕ, хальлĕхе пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси районта япăхрах пулса пынине палăртрĕ, çак ĕçе çынсене ытларах явăçтармалли, тăрăшуллисене пур енлĕн пулăшмалли çинчен каларĕ, çакă халăх пурнăçĕн шайне ÿстерет, экономикăна çирĕплетет терĕ.