Конкурса активлă хутшăнăр
Пĕлтĕрхи октябрĕн 9-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри “Чи лайăх çыру урокĕ” конкурсăн черетлĕ V тапхăрĕ пуçланчĕ. Ку конкурс вĕренекенсене тăван чĕлхене юратма, çыру жанрне аталантарма пулăшать.
“Чи лайăх çыру урокĕ” конкурс тĕрлĕ номинацисемпе иртет: “Президент патне янă çыру”, “Тус патне янă çыру”, “Манăн пурнăçри чи çутă пулăм”, “Манăн вĕрентекенĕм”, “Манăн çемье патне янă çыру”, “Тăван ен çинчен каласа парас килет”, “Ветеран патне янă çыру”.
Асăннă конкурс тата номинацисем вĕренекенсене пурнăç таппипе тан уттараççĕ. Акă, Ача çулталăкĕнче “Президент патне янă çыру” номинаци вырăнлă. Ку номинаципе килĕшÿллĕн, шкул ачисем Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров патне çырупа тухаяççĕ. Хăйсен çырăвĕсенче вĕсем республикăн малашлăхĕ пирки сĕнÿсем пама, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пултараççĕ. “Манăн вĕрентекенĕм” номинаци вара, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, республикăри чи лайăх педагогсене палăртнă ĕçре пулăшать. “Чи лайăх çыру урокĕ” конкурса активлă хутшăнăр.