Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кашни ача çуртне - кĕнеке

Чăваш Енре кăçалхи çула Ача çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç, Раççейре вара - Вырăс чĕлхин çулталăкĕ.

Ачалăх кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çак тапхăрта этемĕн тавра курăмĕ те, шухăшлавĕ те йĕркеленет. Ачалăх вăл - асамлă вăхăт. Малашлăх епле  пуласси эпир ачасене мĕнле воспитани парса ÿстернинчен те килет. Вĕсене туслăх, ырăлăх, чăтăмлăх ăнлавсемпе çывăхрах паллаштарасси, çын прависене хисеплеме, çут çанталăка юратма, хаклама вĕрентесси пирĕнтен çеç килет. Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерес тесен пĕчĕклех ку ĕçе тытăнмалла.

Пуян ăс-хакăллă пулассинче кĕнеке тĕп вырăн йышăнать. Шел пулин те, пирĕн ачасем питĕ сахал вулаççĕ. Ырă, ăса вĕрентсе калакан кĕнекесене тĕрлĕ боевиксемпе ылмаштараççĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çакăн пек кăтартусем илсе пачĕ: енчен те XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ашшĕ-амăшĕсен 50 проценчĕ хăйсен ачисене кĕнекесем вуласа панă пулсан, хальхи вăхăтра ку ĕçе 7 проценчĕ çеç пурнăçлать. Ăçтан-ха ача кĕнеке вулама юраттăр; Пирĕн тĕп тĕллев - ачасене кĕнекене юратма, илемлĕ литературăпа интересленме хăнăхтарасси.

Чи лайăх парне вăл - кĕнеке. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, ăшши­сĕр юлнă ачасене ырă кĕнекесем парнелĕр, ача çурчĕсем валли ача-пăча литературине е журналĕсене республикăри хуть те хăш çыхăну уйрăмĕнче çы­рăнса парăр. Эсир парнеленĕ е çырăнса панă кĕнекешĕн ачасем еплерех савăннине шухăшлăр-ха! Эсир ырă туни сирĕн пата каялла çĕр хут, пин хут таврăнĕ. Паллах, хамăрăн ачасене те савăнтарма манмалла мар.

Пĕрле тăрăшсан кĕнекепе интересленме, илем­лĕ литературăна юратма вĕрентетпĕрех.



"Пирěн пурнăç"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться