Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ыр кăмăллăх кунĕ иртрĕ

Апрелĕн 6-мĕшĕнче районти “Çын тата çут çанталăк” музейра Ыр кăмăллăх кунĕ иртрĕ. Унта район  пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.

Музей  аваллăх управçи теççĕ. Районти “Çын тата çут çанталăк” музейра та халăх историйĕпе çы­хăннă чылай материал упранать. Музей çĕнелсе улшăннă май, строительство ĕçĕсем халĕ те пыраççĕ-ха, унти чылай экспонат кивелсе кайнă е юрăхсăра тухнă. Çавăнпа музей халăхран пулăшу кĕтет, килте, предприяти-организацисенче упранакан пĕл­терĕшлĕ материалсене парнелеме ыйтать. Çак тĕллевпе йĕркелерĕç те ĕнтĕ музей ĕçченĕсем Ыр кăмăллăх кунне. Асăннă кун районшăн пĕл­терĕшлĕ япаласене парне тума чылаййăн килчĕç. Акă, район пуçлăхĕ А.И. Криков уява парнепе килнĕ, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов 1930 çулсенчи культура аталанăвĕ çинчен калакан документсемпе сăн ÿкерчĕксен пуххине парне турĕ. Мăн Этменпе Тралькасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Ф.Кошелевпа А.В.Мурайкин хăйсен тăрăхĕсенчи паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене пачĕç. Районти архив ĕçĕсене йĕркелесе пыракан М.Е. Аливанкин вырăссен паллă классикĕн А.С.Пушкинăн кун-çулĕпе паллаштаракан 1938 çулта пичетленнĕ пысăк кĕнекене, Ветерансен Канашĕн председателĕ В.И.Немешкин районти паллă çынсем çинчен çырнă материалсен пуххине, таврапĕлÿçĕ Н.Т.Чернигов сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнекене, Енкĕлтри Ф.Л.Белов 1942 çулта вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçне хунă тăван ашшĕ çинчен çырнă историллĕ материала пачĕç. Культурăпа кану центрĕн методисчĕн А.С. Башкировăн 1908 тата 1918 çулсенче кăларнă укçасен пуххипе Шулю шкулĕнчен панă ĕлĕк­хи çыру хатĕрĕсем те район музейĕнче вырăн тупрĕç. Унччен маларах “Хĕрлĕ Чутай - Килĕшÿ” кредит кооперативĕ тимĕр алăк илме пулăшнă. О.Данилова (коммуналлă хуçалăх ĕçченĕ) та музее ĕлĕкхи чăвашсен тумĕсене парнеленĕ, Г.Еремеева паха сăн ÿкерчĕксем панă. Ыр кăмăллăх кунĕнче парнепе килекенсем татах та пулчĕç, пурне те асăнса хăварма та çук. Çакна калатпăр, музее килсе парне тăвакансене кĕтсе илме кунти ĕçченсем яланах хатĕр, район историйĕшĕн паллă материалсене кашни кунах йышăнаççĕ. Ĕмĕр иртсе пырать, çынсем ватăлса вилеççĕ, музее панă материал вара ĕмĕр упранать, çитĕнекен ăрушăн паха тупра пулса юлать.

Кăçал районшăн юбилейлă çул шутланать: района 80, Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавăнпа музей район историйĕпе çыхăннă паха материалсем кĕтет. Ан манăр, музей халăхшăн ĕçлет, унăн шăпи пиртен кашнинчен килет.



"Пирěн пурнăç"
11 апреля 2007
00:00
Поделиться