Творчество проекчĕсене хÿтĕлерĕç
Апрелĕн 4-мĕшĕнче райадминистрацин Пысăк залĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсен технологипе творчество проектне хÿтĕлессипе районти слечĕ пулчĕ. Слет çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Ăна вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕ Алевтина Николаевна Савельева йĕркелесе ертсе пычĕ.
Слета пухăннă ăслă, талантлă, çивĕч ăс-хакăллă ачасем технологипе хатĕрленĕ творчество проекчĕсемпе туллин паллаштарма тăрăшрĕç. Каламалла, ĕçсене пурнăçлама вĕренекенсене ашшĕ-амăшĕсем, учительсем пулăшнă. Харпăр хăй аллипе ăсталанă ĕçсем те чылай. Уйрăмах вĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Сăмахран, Мăн Этменти шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Э.Артемьева алă ĕçĕсем валли открыткăсенчен илемлĕ арча (шкатулка) ăсталанă. Ăна мĕнле тунине тĕплĕн ăнлантарчĕ хĕр ача. Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи А.Максимова “Клоун маски” проекта хÿтĕлерĕ. Сăмах май, хĕр ачан çак кун Çуралнă кун пулнă. Çавна май ачасем ăна юрă парнелерĕç. Хăмарккари пуçламăш шкул-садра ăс пухакансем вĕтĕ шăрçасенчен алă сыппине илемшĕн тăхăнмалли сулă (браслет), вăчăра... хатĕрлесе килнĕ. Вĕсен творчество пултарулăхĕ пухăннисене килĕшрĕ пулас. Çак шкулти пĕр хĕр ача А.Максимована паллă кунпа хăй ăсталанă сулине парне турĕ. Штанаш шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Е.Ильина вырăс халăхĕн “Виçĕ упа” юмахĕ валли сĕтел-пукан хатĕрленĕ. Уйрăмах унăн пушă алюмини савăчĕсенчен ăсталанă пуканĕсем ăнăçлă та хитре теес килет. Çак шкулти В.Савельевпа С.Ильин та слета тăрăшсах хатĕрленнĕ курăнать. В.Савельев, акă, ашшĕпе пĕрле пăрахут тунă, Сергей кетчупăн пушă пластмасс савăтĕнчен - ракета. Хурашашри пуçламăш шкул-садра 3-мĕш класра вĕренекен А.Дмитриеван проекчĕ те пухăннисен асĕнче юлчĕ. Вăл пĕчĕк кĕленчесемпе усă курса хитре шăшисем тунă.
Слетра хăйсен творчество ĕçĕсене хÿтĕленĕ Атнар, Питĕркасси, Çĕн Атикасси, Мишеркасси шкулĕсенчи кашни ачан ăсталăхĕ хăйне майлă интереслĕ, илемлĕ. Чи лайăх проект ĕçĕсене палăртма та йывăртарах пулчĕ. Кашни ăмсанмалла хитре-çке! Çапла майпа, Шулю шкулĕнче вĕренекен В.Кудряшова “Гномик” проекчĕпе пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕш - Хăмарккари пуçламăш шкул-садри ачасем, виççĕмĕш - Мăн Этмен шкулĕнчи Э.Артемьева. Пухăннисене А.Дмитриеван ĕçĕ килĕшрĕ. Малти вырăнсене тивĕçнисене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем пачĕç. Ытти ачасене свидетельствăсемпе хавхалантарчĕç.