Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕпчевçĕсен ĕçĕ йывăр та кăткăс

1963 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче СССР Аслă Канаш Президиумĕ «Обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан органсене малтанхи тĕпчев ĕçне йĕркелесе пыма ирĕк парасси çинчен» Указ кăларнă. Çак кун ĕнтĕ следстви уйрăмĕсене йĕркелесе янă кун шутланать.

Районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕнче 5 ĕçчен тăрăшать. Кăçалхи юлашки 3 уйăхра следовательсем, тăрăшулăхĕсене кура, суда 25 уголовнăй ĕç тăратнă. Ку шутра вăрă-хурахла тапăнни те, вăрлани те, çул-йĕр инкекĕсем те, экономика преступленийĕсем те пур. Кашни ĕç хăйне евĕрлĕ, ăна нимĕнле сăмахсемпе те каласа параймастăн. Кунта следователĕн тимлĕ ĕçĕ çеç мар, çынсен шăпи те палăрать.

Следователĕн мĕнле пулмалла-ха; Чи малтанах унăн хăюллă, çирĕп вăй-халлă пулмалла. Уйрăмах шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçланипе, чăнлăха юратнипе, яваплăха туйнипе палăрса тăмалла. Хăш-пĕр чухне кăмăл çирĕплĕхне те кăтартма лекет. Следователĕн хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлмелле. Вăл е ку преступление уçса панă чухне следователĕн ĕçĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун çине-çке пĕтĕм яваплăх тиенет, çынсен шăпи мĕнле пуласси те унранах килет. Кăткăс та яваплă ĕçре чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх пысăк пулмалла. Ĕç пÿлĕмĕнче чылай вăхăт ирттерме тивет: нумай сехете тăсăлакан тĕпчев, çынсене куçа-куç тĕл пултарни тата ытти те. Урамра та нумай ирттермелле: инкек пулнă вырăна кашнинчех тухса çÿрени, следстви эксперименчĕсем. Тĕпчев ĕçне вĕçне çитерме, преступленисене уçса пама çирĕп вăй-хал кирлĕ пулнине те аван ăнланаççĕ шалти ĕçсен пайĕн следователĕсем. Çавна май вĕсем хăйсен кĕлеткисене тренажер залĕсенче, волейбол площадкисенче пиçĕхтереççĕ, кĕрешÿ мелĕсене çирĕплетсех тăраççĕ.

“Ĕçне кура хисепĕ”, - теççĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерстви следовательсен ĕçне пысăка хаклать. Акă, Р.Пудова аслă следователе «Службăра палăрнăшăн» III степеньлĕ медальпе тата «Чи лайăх следователь» паллăпа наградăланă. А.Митрофанов, Э.Кондратьев, И.Сатлайкин çамрăк следовательсем пысăк опытлă ĕçтешĕсенчен тĕслĕх илсе преступленисене уçса парассинче активлăх кăтартаççĕ.

Следователĕн интереслĕ те кăткăс профессийĕ пирки нумай çырма пулать. Анчах та эпĕ шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе - Следовательсен кунĕпе - саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатăп.



"Пирěн пурнăç"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться