Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕллев - кăтартусене лайăхлатасси

Иртнĕ эрнере смотр-отчетпа районти культурăпа кану центрĕнчи сцена çинче шурă халатлă ĕçченсем пулчĕç. Районти больницăн тĕп врачĕ И.М.Сидоров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

- Паянхи куна районти тĕп больницăра 37 врач шутланать, вĕсенчен 29-шĕ специалист сертификатне илнĕ, медицина сестрисем 190 çын, вĕсенчен 160-шĕ сертификатлă. Палăртма кăмăллă, Н.В.Прокопьевапа Р.И.Манина врачсем сывлăх хуралĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн “ЧР тава тивĕçлĕ врач” ячĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра районта 20 566 çын пурăнать, вĕсенчен аслисем - 16 689, çул çитмен çамрăксем - 966, 1 çула çитмен ачасем - 135.

Сиплев учрежденийĕн ĕçченĕсем халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тухса çÿреймен ватăсене, инвалидсене тата пĕчĕк ачаллă çемьесене врачсемпе медицина сестрисем вырăна çитсе медицина пулăшăвĕ параççĕ.

2006 çулта демографиллĕ лару-тăру кăшт лайăхланчĕ темелле - 164 ача çуралнă,  2005 çулта 135 пулнă. Анчах вилекенсен шучĕ ÿссе пыни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул “каялла таврăнайми тĕнчене” 510 çын ăсатăннă, 2005 çулта 410 çын çĕре кĕнĕ. Юлашки вăхăтра çынсем юн çаврăнăшĕ япăхланнипе ытларах чирлени палăрать, çавăн пекех апат ирĕлтерекен тата сывлав органĕсен чирĕсемпе асапланакансем чылаййăн. Сывлăх хуралĕнче тăрăшакансем хăрушă тата сиенлĕ производство условийĕсенче вăй хуракансене диспансеризацилессипе лайăх ĕçленĕ, гепатитпа чирлисене, ВИЧ-инфекциллисене тупса палăртассипе тимленĕ, халăха профилактика прививки чылай тунă. Районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлнăранпа çынсене медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланчĕ темелле, вĕсенче чирлисен ыйтăвне вырăнтах татса параççĕ. Çавăнпах тĕп больницăра койка-вырăн хисепне чакартăмăр.

“Сывлăх” наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе больницăра материалпа техника бази самаях çĕнелчĕ, пуянланчĕ. Сиплев учрежденийĕнчи техника паркне 4 васкавлă пулăшу машини хушăнчĕ, кабинетсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе пуянлатрăмăр. Çакă халăх сывлăхне сыхлас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Малашлăхра вара Сĕнтĕкçырмипе Тралькасси тăрăхĕсенче пурăнакансем валли врач офисĕсем уçма палăртатпăр. 2007 çул  Ача çулталăкĕ пулнă май, ача çуратакан амăшĕсен, пĕчĕк пепкесен сывлăхĕсене упрассишĕн татах та тăрăшарах ĕçлесе пыма тĕллев лартрăмăр, ку енĕпе тата ытти ĕçсене те палăртрăмăр, - вĕçлерĕ калаçăва И.М. Сидоров.

Юлашкинчен шурă халатлă ĕçченсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ, шÿт, ташă куракансен кăмăлне çĕклерĕç.



"Пирěн пурнăç"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться