Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Право йĕркине сыхлас ĕçре чăн-чăн сотрудниксем кирлĕ

Апрелĕн 3-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа ЧР шалти ĕçсен пайĕн министрĕ В.АНТОНОВ пулчĕ.

Канашлу райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ А.Криков, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, шкул тата ача-пăча сачĕсен директорĕсем, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва Вадим Валентинович хăй йĕркелесе ертсе пычĕ, право йĕркине, саккунлăха сыхласси, çынсене преступлени тăвасран асăрхаттарасси кăткăс та яваплă, йывăр ĕç пулнине палăртрĕ, унтан министр районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне С.Ефремова сăмах пачĕ, районти 2007 çулхи пĕрремĕш кварталти криминаллă лару-тăрупа паллаштарма ыйтрĕ.

Станислав Хрисанович пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи виçĕ уйăхра район территорийĕнче 78 преступление регистрациленĕ (иртнĕ çул çак тапхăрта 103 тĕслĕх пулнă). Çапла вара преступленисен шучĕ 24,3 процент чакнă. Кăçал çынна вĕлернĕ пĕр тĕслĕх пулнă. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем халăха преступлениллĕ ĕçсем тăвассипе асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те, ют пурлăха хапсăннă, çынна вĕлерессипе хăратнă, çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем ытларах пулни хытах шухăшлаттарать. Пытарма кирлĕ мар, преступленисене тишкерсен çакă курăнать, çынсем эрех ĕçнĕ хыççăн хăпартланса кайса саккуна пăсаççĕ. Çакна та асăнмалла, чылай преступленисене малтан та судпа айăпланнисем тăваççĕ.

Паянхи куна профилактикăлла учетра çул çитмен 21 çамрăк тăрать, вĕсенчен 9-шĕ 14 çула та çитмен, 2-шĕ - вырăнти училищĕрен, ыттисем пурте шкул ачисем. Асăннă çамрăксенчен 19-шĕ уголовнăй майпа маларах айăпланнă.

Виçĕ уйăхра “хаяр шĕвекпе” туслă 143 çынна тытса чарни çинчен регистрациленĕ. Çавăн пекех канашлура килте эрех юхтарса сутă тăвакансем, спиртлă шĕвексемпе услам тăвакансем çинчен калаçу çивĕч пычĕ. В.Антонов министр ял тăрăхĕсенче эрех-спирт сутакансемпе мĕнле кĕрешнипе интересленчĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов сăмах илчĕ, хальлĕхе ял тăрăхĕсен территорийĕнче 26 çынна çак ĕçпе “ĕçленĕшĕн” учета илнине пĕлтерчĕ.

Ял тăрăхĕсенчи пурнăçа участок инспекторĕсем аван пĕлсе тăраççĕ. Çавна май отчетлă сăмахпа участок инспекторĕсен начальникĕ О.Чубайкин тухса калаçрĕ, районта пурăнакансен канлĕхне 8 участок инспекторĕ сыхласа-сăнаса тăнине пĕлтерчĕ. Вĕсем тăрăшнипе çак хушăра 13 преступление уçса панă. Малтан судпа айăпланнисене,  тĕрмерен тухнисене, учетра тăракансене, вăл шутра çул çитмен ачасене те сăнаса тĕрĕслесе тăрасси те вĕсем çинче. Район территорийĕнче кашни уйăхрах обществăлла йĕркелĕхе тытса пырас тĕлĕшпе Профилактика кунĕ ирттересси йăлара. Ку ĕçе участок инспекторĕсем те активлă хутшăннине асăнчĕç. ЧР Шалти ĕçсен министрĕ кун пек йĕркене ырласа калаçрĕ. Обществăлла хăрушсăрлăх тата криминаллă  милицин начальникĕсем А.Михопаркинпа Ю.Николаев та отчет турĕç. Унтан ГИБДД начальникĕ Ю.Ербулаткин тухса калаçрĕ, çак тапхăрта çул-йĕр çинче  3 авари пулнине, инкекре 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине пĕлтерчĕ. Министр шкул автобусĕсемпе интересленчĕ. Паянхи куна районти 6 шкулта 9 шкул автобусĕ шутланать, анчах Мишеркассинчи шкулта тивĕçлĕ водитель çуккипе автобус çÿреймест.

В.Антонов районти криминаллă лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă хыççăн, тĕл пулăва пĕтĕмлетрĕ, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хăйсен ĕçне аван пурнăçласа пынине асăнчĕ. Хăй калаçăвĕнче вăл ялти эрех сутакансемпе çине тăрса кĕрешмелли çинчен каларĕ, мĕншĕн тесен халăх ĕçке ернипе преступлени ытларах тăвать, участок инспекторĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, вырăнти депутатсемпе, педагогсемпе пĕрле ĕçлеме, профилактика ĕçне вăйлатма чĕнсе каларĕ. Милици сотрудникĕсене ĕçре тÿрĕ кăмăллă, дисциплинăллă пулма, яваплăха туйса ĕçлеме çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕ.



"Пирěн пурнăç"
07 апреля 2007
00:00
Поделиться