Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕнче
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни уйăхра район администрацийĕ Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне ирттерет. Ку уйăхра вăл Атнар ял администрацийĕнче иртрĕ. Калас пулать, иртнĕ уйăхра ку мероприятие Тралькасси ял тăрăхĕнче ирттернĕ, çитес уйăхра Хусанушкăнь ял администрацийĕнче ирттерме палăртнă. Тĕллевĕсенчен пĕри - пĕр-пĕринчен лайăххине вĕренсе пурнăçа кĕртесси.
Пурнăç таппи çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллă ĕçлеме чĕнет. Кивĕ мелсемпе пахалăх çулĕ çине тухма май çуккине атнарсем аван чухлаççĕ. Ку енĕпе вĕсен мĕн кăтартмалли, мĕнпе мухтанмалли пурах. Чи малтанах çакă Атнар ял тăрăхĕн çурчĕ умне çитсенех курăнать. А.Н. Кузнецов кунта чылай ĕç туса ирттернĕ, çурт тул енчен те, шал енчен те хăтлă, илемлĕ. Калас пулать, Атнар ял администрацийĕ çурта кĕске вăхăтра хальхи пурнăç ыйтнă пек çĕнетсе улăштарчĕ. Ку анчах мар, ял çыннисене пурăнма условисем туса парассипе те иртнĕ çул чылай ĕçленĕ. Питĕркасси тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсемпе килĕшÿ туса пушар деповĕ хута кайрĕ, ăна валли шыв илсе тăма Туканашра икĕ пĕве тунă, ял хушшинчи кĕперсене юсанă, çамрăксене культурăллă канма, ташă каçĕсене ирттерме Культура çуртне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă, ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ, çитес вăхăтра клуб сцени татах та пуянрах та хитререх курăнĕ. Тĕпрен илсен, Атнар ял тăрăхĕнче иртнĕ çулта чылай ĕç тунă, кăтартăвĕсем куç умĕнче. Çавăнпах пулĕ, иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.И.Криков “Районти чи лайăх ял тăрăхĕ” конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн йышăну кăларнă. Комисси членĕсем çирĕп тĕрĕслев тунă, пĕр саслăн пулса пĕрремĕш вырăна Атнар ял тăрăхĕ тивĕçнине палăртнă, I степеньлĕ Диплом тата 50 пин тенкĕ укçа парса чысланă.
Мартăн 27-мĕшĕнче Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăнчĕ. Александр Иванович Атнар ял тăрăхĕ чăннипех те ытти ял тăрăхĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
- Эпир пуçтарăннă вырăн та, Культура çурчĕ, çутă, ăшă, тирпейлĕ. Кунти ĕçченсем Культура çуртне юсаса çĕнетрĕç. Атнар тăрăхĕнчи çăвасене те картасем тытнă, унта тирпейлĕх хуçаланать, - тесе палăртрĕ хăйĕн калаçăвĕнче район пуçлăхĕ.
Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Н.Кузнецова халăхăн пурнăç шайне аталантарма пулăшнăшăн Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Кун йĕркипе килĕшÿллĕн, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн архитекторĕ И.В.Андреев ял тăрăхĕсене малашлăхра тумалли ĕçсене планласа “Аркон-проект” тулли мар яваплă обществăна çитерсе памалли пирки каларĕ.
Малалла райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ С.Г.Ильина ыйтнипе пухăннисем “Çамрăк çемье” программăпа килĕшÿллĕн, субсиди илекенсем валли 16,5 тăваткал метрпа танлашнă учет виçине 12-е çитерме йышăнчĕç.
Ун хыççăн район пуçлăхĕ райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалистне В.В.Музякова 2 эрне хушшинче районти шыв скважинисен лару-тăрăвĕпе тĕплĕн паллашма хушрĕ.
Райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.П.Кузьмин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене май уйăхĕнче района килекен хăнасене чыслăн кĕтсе илме хатĕрленме чĕнсе каларĕ, Волговятски академийĕнче аслă пĕлÿ илес шутлисене пĕлтерме ыйтрĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне пĕтĕмлетнĕ май Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов пĕлтĕр тунă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, 2007 çулта вара çул-йĕре тасатса тăма бульдозер-трактор туянма, Березовка, Хĕрлĕ Çыр ялĕсен çăвисен картисене çĕнетме, халăх хорне йĕркелесе яма, Атнарти ача сачĕпе Ваттисен çурчĕ умĕнче ытларах çутăпа тивĕçтерме, часавай лартма палăртнине пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен пухăннисене Культура ĕçченĕсем концертпа савăнтарчĕç.