Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вырăс çĕрĕнчи Деян салинчен - Чăваш Енри Мишеркассине

Хĕрлĕ Чутай районĕ витĕр юхса иртекен Сăр юхан шывĕ кунта пурăнакан чăвашпа вырăс халăхĕсене çыхăнтарса тăрать. Шăпах çак тăрăхра вырнаçнă та Мишеркассипе Деян вăтам шкулĕсем. Мăнаçлă Сăр уйăрса тăрать пулин те, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрин ĕçĕсемпе интересленсе пурăнаççĕ.

2007 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче каллех туслă шкулсен савăнăçлă тĕл пулăвĕ иртрĕ. Аякри хăнасене кĕтсе илме район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем А.С.Пигильдина, А.В. Белова, Паньтăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Мишеркасси шкулĕнче нумай çул хушши директорта ĕçленĕ Н.И.Трифонов çитрĕç.

Кĕтнĕ хăнасем икĕ автобуспа килчĕç. Вĕсене  Мишеркасси шкулĕнче аслă классенче вĕренекен пултаруллă хĕрпе каччă Алевтина Селянкинапа Евгений Михатайкин çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. 9,10,11-мĕш классенче вĕренекен ытарма çук хитре пикесем чăваш ташши парнелерĕç. Çак ташă пурне те килĕшрĕ, уйрăмах Мишеркасси хĕрĕсем хăнасем умне чечексем пырса хуни, вĕсене (хăнасене) чунтанах ыр сунса кĕтсе илни нумайăшне куççуллентерчĕ. Кун пирки каярахпа Т.Н.Шереметьева çапларах каларĕ: «Чăваш тумĕ тăхăннă чăваш хĕрĕсен ташши чуна пырса тиврĕ, куççуль кăларчĕ».

Хăнасем, ăшшăн кĕтсе илнипе кăмăллăн юлнăскерсем, шкул çуртне кĕрсе вырнаçрĕç. Актовăй залра пухăннă халăх умĕнче чи малтанах Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ А.В. Лукин сăмах илчĕ. Вăл вырăспа чăваш халăхĕсем хушшинчи туслăх Иван Грознăй вăхăтĕнче чăвашсем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕренпех пынине палăртса хăварчĕ. Мишеркассипе Деян шкулĕсем вара алă çула яхăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак туслăх малалла та çирĕпленсех, аталансах пытăр тесе Анатолий Василевич пурне те таса сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Деян вăтам шкулĕн директорĕ Л.Г.Челеева туссемпе каллех тĕл пулма пултарнăшăн ачасем те, учительсем те чунтанах савăннине пĕлтерчĕ. Вăл ертсе пыракан шкулта 93 ача вĕренет. Мишеркассисем патне каймалла тесен пĕтĕм шкулĕпех килме хатĕр пулнă вĕсем. Кам та кам пултарулăх номерĕсем хатĕрлет, маттур пулать, çавсене илсе килме сăмах панă директор. Çапла майпа шкулти 31 ачана илсе килме пултарнă, урăхла каласан, вĕренекенсен 1Ÿ3 пайне. Шкулти атмосфера, вĕрентекенĕсем, вĕренекенĕсем, хăйсене мĕнле кĕтсе илни - пурте тыткăнланă, чунĕсене çĕкленĕ.

Икĕ шкул хушшинче тахçантанпах пуçланнă çыхăну халĕ те аталанса пыни пирки районта та пĕлекен сахал иккен. “Çакăн пек çирĕп туслăх пурри, маттур шкул ертÿçисем ăна малаллах аталантарма тăрăшни, самана йывăрлăхĕсем çине таянса нăйкăшса ларманни савăнтарать, хавхалантарать”, -  тесе хăварчĕ Т.Н.Шереметьева. Апла пулсан мишеркассисем чăннипех ĕçлеççĕ, вĕсем тăрăшуллă та пултаруллă. Кун пек мероприятисем пулса иртни район шайĕнче кăна мар, республика шайĕнче те пысăк пĕл­терĕшлĕ пулнине палăртрĕ Татьяна Николаевна. Вăл асăннă шкулсен директорĕсене грамотăсем парса чысларĕ.

Паньтăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Трифонов та пурне те çак пысăк уяв (Мишеркасси шкулĕпе Деян шкулĕ тĕл пулни яланах чăн-чăн уяв) ячĕпе саламларĕ. Вырăс енчи туссене савăнтарас тĕллевпе Любовь Геннадьевнана хитре ÿкерчĕксем парнелерĕ.

Савăнăçлă тĕл пулăва шкул ачисен хаваслă концерчĕ малалла тăсрĕ. Деян шкулĕнче вĕренекенсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсен репертуарĕнче нумай-нумай юрă, сăвă, акробатика номерĕ, импровизаци, тухăç ташши пулчĕ. Уйрăмах Вера Медянская юрлани, Снежанна Стрелькова ташлани пурин кăмăлне те кайрĕ. Талантлă ачасен ăсталăхĕ пурне те килĕшрĕ.

Кун хыççăн пурте шкул столовăйĕнче тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Ăста поварсем Елена Блохинапа Эльвира Журавлева пĕçернĕ яшки те, çĕр улми нимĕрĕ те, ăшаланă чăх какайĕ те, тĕрлĕ-тĕрлĕ салачĕсем те, кукăлĕсем тата ытти нумай-нумай çимĕçĕ те питĕ тутлă пулчĕç. Пурте сĕтел хатĕрлекенсене мухтарĕç, тав турĕç.

Хăйсен пултарулăхне юрă-ташăра кăна мар, спорт вăййисенче те кăтартрĕç вырăс енчи туссем. Мишеркассисемпе волейболла выляса та  пăхрĕç. Хĕрсен команди те, арçын ачасен ушкăнĕ те вăййа туслăх çĕнтернипе вĕçлерĕ.

Тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем иртни те пурне те хавхалантарчĕ. Тăтăшах чăваш тата вырăс юррисем янăрани, шÿтпе кулă илтĕнни те савăнтарчĕ.

Шкул ачисемпе вĕрентекенсен дискотекинче пĕр-пĕрне палламаннисем юлмарĕç пулĕ. Кăмăлĕсем тулсах çитнĕ чăвашсемпе вырăс ачисем телефон номерĕсемпе ылмашăнчĕç, юлташланса вĕçĕ-хĕррисĕр калаçса çÿрерĕç. Килĕсене кайма вăхăт çитсен вĕсен пачах та уйрăлас килмерĕ. Çула тухма хатĕрленнĕскерсем, аслисенчен пĕр вĕçĕмсĕр дискотекăна тепĕр сехет хушши тăсма тархасласа ыйтрĕç. Вĕрентекенсем вĕренекенсен кăмăлне тивĕçтерчĕç. Çула тухма тепĕр хут пуçтарăнсан та, автобус тапрансан та ачасем учительсене тепĕр хут ÿкĕтлеме тытăнчĕç.

- Тархасшăн, пире кунтах хăварăр-ха!

- Эпир киле ыран та пыратпăр!

- Пирĕн паян каяс килмест! - тесе йĕрсех ыйтнисем автобусра та, урамра та пĕр вĕçĕмсĕр илтĕнчĕç. Анчах та, шел пулин те, ку хутĕнче учительсем вĕсемпе пĕр шухăшлă пулаймарĕç. Хаваслă тĕл пулу тунсăхлă уйрăлупа вĕçленчĕ.

Çапах та мишеркассисем çитес вăхăтрах Деян салине çитме шантарни вĕрентекенсене те, ачасене те хавхалантарчĕ.

Уяв ăнăçлă, интереслĕ, хаваслă иртнинче пĕтĕм шкул ĕçченĕн тÿпи пысăк, мĕншĕн тесен шкул администрацийĕ те, вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, поварсем те, платниксем те,ытти ĕçченсем те - пурте тĕл пулу лайăх ирттĕр тесе чунтанах тăрăшрĕç, пĕтĕм вăйне хучĕç.



"Пирěн пурнăç"
31 марта 2007
00:00
Поделиться