Тасалăхпа йĕрке тăвассишĕн
2004 çултанпах республика шайĕнче “Тасалăх” операци пырать. Унăн тĕллевĕ - уйрăм çуртсем умĕнче, урамра, халăх канакан вырăнта тата предприятисемпе организацисен территорийĕсенче тасалăхпа йĕрке тăвасси.
Шел те, тасамарлăх, тирпейсĕрлĕх пур пĕрех хуçаланать. Çакă кашни çынран килет. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулса таврана тирпейлес шухăшлă пулсан, кирлĕ мар япаласене, çÿп-çапа урама тăкмасан ялсем те илемлĕрех курăнĕç, утса çÿреме те кăмăллăрах пулĕ.
Çук çав, чылайăшĕ çакна е ăнлансах каймасть, е кун çине алă сулать. Çапла вара милици ĕçченĕсем санитарипе эмидемиологи енĕпе йĕркене пăсакансене явап тыттарас тесе час-часах рейда тухаççĕ. Акă, кăçал халиччен ку енĕпе 10 протокол çырнă. Калас пулать, 5-шне ваккăн сутакан объектсене вырнаçтарас йĕркене пăснăшăн, пĕрине йытăсемпе килти ытти чĕр чунсене пăхса усрас йĕркене пăснăшăн, хуласемпе ялсенче, халăх пурăнакан вырăнсенче тирпейлĕхпе хăтлăх правилисене тата халăхăн пурнăçне эпидемиологи ăнăçлăхĕпе тивĕçтерес законодательствăна пăхăнманшăн икшер протокол çырнă.
Асăрхаттарас килет, рейдсем малашне те пулаççĕ, ШĔП-ĕн сотрудникĕсемпе райадминистрацин тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем урамсене çÿп-çап тăкакансене, тирпей-илем кÿрес вырăнне сăтăр тăвакансене тупса палăртас тĕлĕшпе вырăна тухса çÿреççĕ, темиçе хутчен те асăрхаттарнă хыççăн пур пĕрех ăнланайманнисене административлă явап тыттараççĕ.