Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕллевлĕ ĕçлесен ÿсĕм пулатех

Апрелĕн 29-мĕшĕнче «Коминтерн» ЯХПК-ра районти зооветспециалистсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Семинар-канашлăва райадминистрацин пĕрремĕш çумĕ А.П. Самылкин ертсе пычĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен семинар-канашлăва пухăннисем ĕнесен комплексне çитсе курма, унти лару-тăрупа тĕп­лĕнрех паллашма тĕллев лартрĕç. «Коминтерн» ЯХПК-ри комплекс заведующийĕ, зоотехник тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.Г.Данилов хăнасене кунти ĕç-хĕлпе паллаштарса пычĕ. Пухăннисем выльăх апачĕ хатĕрлемелли цеха çитрĕç, ĕне витисене кĕрсе курчĕç. Палăртмалла, паянхи куна комплексра 660 пуç ĕне выльăх вырнаçнă, вĕсенчен сумалли ĕнесем 300 пуç ытла. Кашни ĕне талăкра вăтамран 14 килограмм ытла сĕт антарать. Атнарти ĕне ферминче ĕçлекенсем вара кашни ĕнерен 18,7 килограмм сĕт суса илеççĕ. Андрей Геннадьевич хуçалăхри специалистсем, дояркăсем, выльăх пăхакансем выльăх-чĕрлĕх отрасльне ура çине тăратассишĕн, ытларах продукци туса илессишĕн ырми-канми тăрăшнине палăртрĕ, комплексри çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта вара мĕн кăтартмалли, мĕнпе мухтанмалли пурах ĕнтĕ, пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильнике каять. Ытти фермăсенчен килнĕ специалистсем комплексри çĕнĕлĕхсене курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, паллах, çавăнпа ÿсĕмĕсем те пуррине палăртрĕç, хăçан та пулин çĕнĕ оборудованиллĕ фермăра ĕçлесе курма ĕмĕтленчĕç.

Семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Атнарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Чи малтанах вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов сăмах илчĕ, 2006 çулхи кăтартусемпе кĕскен паллаштарчĕ, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. «Коминтерн» ЯХПК ертÿçи А.Б.Новикова ял хуçалăхри ĕçсем çинчен тухса калаçрĕ, ферма ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн, чăтăмлăхшăн тав турĕ, иртнĕ çулхи кăтартусемпе кĕскен паллаштарчĕ. Палăртма кăмăллă, атнарсем агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн çанă тавăрсах ĕçлеççĕ темелле, ĕне выльăх, сысна ĕрчетессипе тăрăшаççĕ, ÿсĕмĕсем те çук мар, аш-пăш, сĕт туса илессипе кăтартусене çултан-çул ÿстерсе пыраççĕ. Ĕç укçи илесси те япăх мар. Хуçалăхра ĕçлекен рабочисем 160 çын шутланаççĕ пулсан, иртнĕ çул пĕр ĕçчен уйăхра вăтамран 3750 тенкĕ илнĕ. Альбина Борисовна уйрăмах механизаторсемпе дояркăсен шалăвĕ лайăх пулнине палăртрĕ. Хуçалăх ертÿçи малашлăхра сыснасен шутне (паянхи куна Туканашри комплексра 1600 пуç сысна шутланать) 2800 пуçа çитерессипе, наци проекчĕпе усă курса ĕне комплексĕ çумне хушма вите çĕклессипе, наука кăтартнă пек пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесе продукци илессине ÿстерессипе тăрăшарах ĕçлемелли пирки асăнчĕ, тĕллевлĕ ĕçлесен ÿсĕм тума пулатех тесе палăртса хăварчĕ.

Райадминистрацин тĕп зоотехникĕ Е.С. Сапожникова доклад турĕ, 2006 çулхи районти кăтартусемпе паллаштарчĕ, республикăри ытти районсен ÿсĕмĕсемпе танлаштарса кăтартрĕ. Уйрăмах сĕт сăвассипе «Свобода», «Победа», «Аккозинский», «Коминтерн», «Нива» хуçалăхсем тăрăшарах ĕçленине асăнчĕ, аш туса илессипе вара чи лайăх кăтарту атнарсен пулнине палăртрĕ. Иртнĕ çул, акă, “Свобода” колхозри дояркăсем кашни ĕнерен 5041 килограмм продукци илнĕ, “Коминтерн” - 4250, “Аккозинский” - 4027, Никитин фермер хуçалăхĕ - 3677, “Нива” - 3527. Пĕр условисенчех “Путь Ильича”, “Сура” хуçалăхсенче сăвăм çав тери пĕчĕк, кунти зооветспециалистсен продукци илессине ÿстерессипе çине тăрса ĕçлемелле. Ырăпа асăнса хăвармалла, иртнĕ çулта “Свобода” колхозри 2 доярка Г.Г.Сухаревапа С.З.Ильина кашни ĕнерен 5 пин килограмм ытларах сĕт суса илнĕ, 4 пин килограмран ытларах сăвакансем 19 доярка, ыттисен кăшт пĕчĕкрех.

Самăртма хупнă выльăха чĕрĕ ÿт хуштарассипе “Нива” (668 грамм), “Свобода” ( 625), “Коминтерн” (620), “Асамат” (506) хуçалăхсенче лайăх ĕçлеççĕ, сысна самăртассипе атнарсене çитекенни çук, талăкра 445 грамм ÿт хуштарнă. Çавăн пекех Е.А.Сапожникова пурне те ăратлăхпа, ĕнесенчен пăру илессипе тăрăшса ĕçлемелли çинчен, выльăхсене пахалăхлă апатпа тăрантарса продукци илессине ÿстермелли пирки чĕнсе каларĕ, ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче пулнине пурне те аса илтерчĕ.

Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертÿçи Г.А.Стекольщиков продукци илес тесен выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн ветеринари ыйтнă пек тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ, вăхăтра вакцинаци туса пымаллине асăнчĕ. Семинар-канашлăва А.П.Самылкин пĕтĕмлетрĕ, ял хуçалăхне аталантарассине вăйлатмаллине, çĕрпе, пурлăх никĕсĕпе, укçа-тенкĕпе туллин те тĕллевлĕ усă курма ыйтрĕ, “Коминтерн” ЯХПК-ра тăрăшакансене малашне те пултаруллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ, хуçалăх ертÿçисене, зооветспециалистсене вырăнти ĕçсене май килнĕ таран механизацилесе пыма, рабочисене ĕç условийĕсем туса пама, шалупа вăхăтра хавхалантарса пыма, продукци илессипе тăрăшарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Вăл малашне хуçалăх ертÿçисенчен çирĕп ыйтнине палăртрĕ.

Юлашкинчен А.П.Самылкин 2006 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лайăх кăтартупа палăрнисене Хисеп грамотисемпе тата укçан преми парса чысларĕ.



"Пирěн пурнăç"
31 марта 2007
00:00
Поделиться