Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Отчет турĕç, концертпа савăнтарчĕç

“Тăван çĕршывшăн чĕре­мĕр юрлать” ятпа иртекен смотр-отчета питĕркассисем Кивĕ центрти клубра ирттерчĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев сăмах илчĕ, вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ, специалистсем Питĕркасси, Кÿпеш, Хурапыр, Вишенер ялĕсенчи депутатсемпе тĕл пулса кунта пурăнакансен ыйтăвĕсене май килнĕ таран татса парассипе тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Ял тăрăхĕ РФ Президенчĕ палăртнă приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе аван ĕçлесе пырать. Акă, хушма хуçалăха аталантарма 44 çын çăмăллăхлă кредит 4797000 тенкĕлĕх илнĕ. Уйрăмах В.А. Вазинсене асăнмалла. Вĕсем килти хуçалăхра 5 ĕне, 4 вăкăр тытаççĕ, 2,3 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Кашни çул асăннă çемье патшалăха 12 тонна майлă сĕт сутать, çапла майпа çемье бюджетне пуянлатать. Ю.Н.Осипов пирки те ыррине çеç каламалла. Çемье пуçлăхĕ 9 вăкăр, 1 ĕне, 100 ытла сурăх тытать, 1,14 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Питĕркасси тăрăхĕнче 2006 çулта ырă ĕçсем чылай пулса иртнĕ. Çавăн пекех чуна хумхантаракан, пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Уйрăмах ку енче йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесен йышĕ ÿсет, вĕсенче ачасем нушаланса ÿсни чуна ыраттарать. Вăл ĕçке хирĕç кĕрешме йывăррине асăнчĕ. Унсăр пуçне ял çыннисене тирпей-илемшĕн тăрăшма хăнăхтарасси йывăртарах пулса пынине каларĕ. Юлашкинчен А.Т. Дмитриев 2007 çулта çитменлĕхсене пĕтерессипе çине тăрса ĕçлеме шантарса каларĕ.

Малалла сцена çине юрă-ташă ăстисем тухрĕç. Программăна Питĕркассинчи вăтам шкулти учительсем А.Ейковпа Л.Гаврилова ертсе пычĕç. Уйрăмах куракансем Ю.Егоров, Н.Быков, В.Криков, Н.Чубайкин, Д.Криков, Н.Вахтеров, Маринăпа Ирина Красновасем шăрантарнă юрăсене хапăл туса йышăнчĕç. “Светлячок” ача садне çÿрекенсем те сцена çине тухрĕç. “Хăмăш” ушкăн чылай юрă парнелерĕ, халăх кăмăлне çĕклерĕ.

х х х

Мартăн 27-мĕшĕнче вара сцена çине смотр-отчетпа тухма Кив Атикасси ял  тăрăхĕн черечĕ çитнĕ. Вăл Кив Атикассинчи Культура çуртĕнче пулнă. Чи малтанах яланхилле халăх умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Матвеев пурнăçланă ĕçсем пирки отчет тунă, çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.

Унтан ял тăрăхĕн территорийĕнчи ĕç коллективĕсем тата Çĕн Атикасси шкулĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Концерта хор пуçланă. Унтан çамрăк та талантлă пике Лариса Петрова хăй шăрçаланă сăвăсемпе куракансене тыткăнланă. “Шупуç” фольклор ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă. Хĕрсен ушкăнĕ XX ĕмĕрĕн паллă композиторĕн В.П.Соловьев-Седойăн произведенийĕсене ăста шăрантарса панă. Илемлĕ ташăпа Катя Кокорекина савăнтарнă. Надежда Аксакова юрланă “Çуралнă кун” юрра вара куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Хаваслă концерта “Шупуç” фольклор ушкăнĕ “Туянтăм, туянтăм” юрăпа вĕçленĕ.



"Пирěн пурнăç"
31 марта 2007
00:00
Поделиться