Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хресченĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшать

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе çулталăк иртрĕ.

Çав тапхăрта хушма хуçалăх тытакансем патшалăхăн çăмăллăхлă кредичĕпе выльăх-чĕрлĕх, техника туянчĕç,  выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетрĕç тата ытти те. Çак наци проекчĕ хресченĕн социаллă пурнăçне çăмăллатма, çемьери ыйтусене кĕске вăхăтра татса пама, малашлăха ăнтăлма пулăшать. Наци проектне ахальтен мар шухăшласа кăларнă. Кун пекки историре нихăçан та пулман. Тĕрĕссипе, хушма хуçалăх тытакана шанса кредит уйăрни пĕрремĕш хут. Хресченĕн пĕр шикленмесĕрех кредит илмелле. Малтанласа чăннипе те шикленсе пĕрремĕш утăм тума тăхтарĕç нумайăшĕ. Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисем, акă, кăçал та çăмăллăхлă кредит илессишĕн ăнтăлаççĕ. Пуçаруллă, тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсем умĕнче пуçа таймалли çеç юлать.

Иртнĕ çула тишкерсен, районти 478 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 52 026 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Вĕсенчен 454-шĕ унпа тĕллевлĕ усă курни пирки документсем тăратнă, субсиди илме пуçланă. Кăçалхи çул çăмăллăхлă кредит илесси 125 процент таран ÿсмелле. Çавна шута илсе пирĕн район валли уйăрса панă лимит 2007 çулта 65 миллиона çитĕ. Çемье бюджетне пуянлатас, пурнăç условийĕсене лайăхлатас, хушма хуçалăха çирĕп тытса пырас тĕллевпе кăçалхи мартăн 20-мĕшĕ тĕлне 75 çын 9162 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче 827-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, килти хушма хуçалăх тытакан граждансене хăйсен хуçалăхне аталантарма илнĕ çăмăллăхлă кредитсемшĕн тÿлесе татмалли йĕркене тата условисене çирĕплетнĕ. Çак документпа килĕшÿллĕн, çынсем кăçалтан тытăнса 1 миллион тенкĕ таран çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, 2006 çулта кредит виçи 300 пин тенкĕ таран çеç пулнă.

Çакна палăртса хăвармалла:

2 çуллăх кредит - çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техники валли саппас пайсем, минерал удобренийĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, çамрăк выльăх-чĕрлĕх, выльăх апачĕ, ветеринари препарачĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисене юсама материалсем туянма параççĕ.  2007 çулхи çĕнĕлĕх вара - наци проекчĕпе теплицăсенче усă курмалли материалсене те (çĕр, хăйăр, кантăк, пленка...) илме юрани. Çак тĕллевсемпе илекен кредит виçи 300 пин тенкĕрен иртмелле мар.

5 çуллăх кредит - пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники, 3, 5 тоннăран ытла мар груз турттаракан автомашина, 100 лаша вăйĕпе танлашакан трактор, выльăх-чĕрлĕх витисем валли оборудовани, ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли машинăсем туянма уйăраççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетсе лайăхлатма е çĕнĕрен тума, газ оборудованийĕ илсе сетьпе çыхăнтарма ... кредит илме май пур.

Палăртса хăвармалла, 2006 çулта наци проекчĕпе уйăрнă кредитпа мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем тата кайăк-кĕшĕк çеç туянма пулатчĕ. Кăçалтан вара, вĕсемсĕр пуçне, качакасемпе сурăхсене, лашасене, кроликсемпе хаклă тирлĕ тискер кайăксене (пушные звери) тата пыл хурчĕсен çемйисене туянма ирĕк пур. Çавăн пекех çăмăллăхлă кредита хурт-хăмăр ĕрчетнĕ çĕрте усă курмалли, сăмахран пыл юхтармалли хатĕре, оборудованисем çине тăкаклама юрать. Çак тĕллевсемпе илекен кредит виçи 700 пин тенкĕрен иртмелле мар.

Çавăнпа та 1 миллион тенкĕ таран суперçăмăллăхлă кредит илме кăмăл тунă граждансем 300 пинне - 2 çуллăх, 700 пинне 5 çуллăх илме пултараççĕ. Пĕлтĕр 300 пин таран кредит илнисем кăçалхи çул татах 700 пин таран илееççĕ. Паллах, ĕç укçине çеç шута илсен кун пек суммăна илме йывăртарах.

Килти хушма хуçалăха ура çине тăратма, яла аталантарма патшалăх çĕнĕ майсем тупсах пырать. Паянхи кун çăмăллăхлă кредита Перекет банкĕ тата “Россельхозбанк” УАО çулталăкăн 14 проценчĕпе параççĕ. 10,5 процентне вара патшалăх (95 процентне Раççей Федерацийĕ, 5 процентне Чăваш Республики уйăрса парать) тĕллевлĕ усă курнине çирĕплетсе документсем тăратнă хыççăн тавăрса парать.

Район çыннисем килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшакан çăмăллăхлă кредита илессе шанас килет.



"Пирěн пурнăç"
31 марта 2007
00:00
Поделиться