Чи малтан сертификата тивĕçнĕ амăшĕсем
Республикăра амăшĕн капиталĕн сертификатне чыслă лару-тăрура пама пуçлани пирки çырсах тăраççĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залне виçĕ телейлĕ мăшăр пуçтарăнчĕ. Вĕсем: Хирлÿкассинчи Лариса Геннадьевнапа Олег Валерьянович Кукушкинсем, Туканашри Алевтина Валерьевнапа Александр Ильич Матвеевсем тата çак ялти Зинаида Александровнапа Николай Михайлович Никифоровсем. Сăмах май, Матвеевсем уява икĕ чун тĕпренчĕкĕсене те илсе килнĕ, ыттисем ачасемсĕрех. Çапах та Кукушкинсен те икĕ ача пулнине палăртмалла, Никифоровсен вара тăваттă.
Телейлĕ ашшĕ-амăшне саламлама район пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн çумĕ тата вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, райадминистрацин пай начальникĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. “Ача çулĕ вăл - çемье çулĕ, амăшĕн çулĕ. Ачапа амăшĕ хушшинче çирĕп çыхăну. Çак пĕчĕк чун тĕпренчĕкĕсенчен çĕршыв валли тивĕçлĕ гражданинсем çитĕнтересчĕ. Вĕсен малашлăхĕ çутă та таса пултăр”, - терĕç вĕсем. Унсăр пуçне тăлăхсем пирки те манмалла марри пирки асăнчĕç. Вĕсем те çемьесенче çитĕнччĕр, тивĕçлĕ воспитани илччĕр. Кашни ачан ашшĕ-амăшĕ пулмалла. Ача çемьере çеç телейлĕ.
Саламлă сăмахсем хыççăн район пуçлăхĕ А.И.Криков ача амăшĕсене сертификат парса чысларĕ, çемьере тăнăç пурнăç, килĕшÿпе юрату сунчĕ, татах йыш хушма сĕнчĕ. Çавăн пекех амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнисене саламлама ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕсене телей, ăнăçу сунчĕç.
Юлашкинчен телейлĕ амăшĕсем сăмах илчĕç, сертификата чаплă лару-тăрура парса чысланăшăн пурне те тав турĕç, чун тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме шантарчĕç.
Уяв вĕçĕнче пурте асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Районта чи малтан сертификата тивĕçнĕ амăшĕсене çак пуянлăхпа тĕллевлĕ усă курма ăнăçу, телей сунатпăр. Çуралччăр ачасем, вĕсем çут тĕнчене килни - телей. Апла пулсан амăшĕн капиталне илекенсен йышĕ ÿссе пырасса шансах тăрăпăр.