Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Агрокредит» потребитель кооперативĕ халăха кредит парса пулăшать

2006 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса районта “Пĕр-пĕрне пулăшакан касса “Агрокредит” кредитлă потребитель кооперативĕ ĕçе пикенчĕ.  Кооперативра ял çыннисем кивçен укçа илме те, харпăр хăй укçине процентпа хывма та пултараççĕ. Калас пулать, асăннă потребитель кооперативĕ республикăри “Агрокредит”  кредитлă потребитель кооперативĕн филиалĕ шутланать. Филиалсене кашни районта тенĕ пекех уçнă, пĕтĕмпе вĕсен хисепĕ 16-па танлашать.

“Пĕр-пĕрне пулăшакан касса “Агрокредит” кооперативăн заведующийĕ пулса Г.С.Печникова тимлет, вăл ял çыннисене интереслентерекен ыйтусене çутатса пама хаваспах килĕшрĕ.

- Галина Станиславовна, “Агрокредит”кооператив çынсемшĕн хăш енчен усăллă;

- Кооператива çынсем 1 уйăхран пуçласа 5 çулчченех хăйсен укçисене  14-30 процентпа хывма пултараççĕ. Çын 500 000 тенкĕ таранах укçа хываять, компенсацине упрамалли вăхăт вĕçĕнче тÿлеççĕ. Пайщикăн упрамалли вăхăт (срок хранения) тухичченех хăйĕн нухратне илме ирĕк пур. Кун пек чухне кооператив 10 кун хушшинче укçине “До востребования” ставкăна кура компенсацилет. Кооперативăн пайщикĕ пулас тесен заявлени çырмалла, “Агрокредита” кĕнине çирĕплетсе 50 тенкĕ тÿлемелле, пенсионерсен - 20 тенкĕ. Çавăн пекех 200 тенкĕпе танлашакан пай укçине тÿлемелле. Кооперативран тухсан ку укçана тавăрса параççĕ.

Кунсăр пуçне кооператив халăха кивçен укçа парса пулăшать. “Пĕр-пĕрне пулăшакан касса “Агрокредит” кооперативăн условийĕсем тăрăх, çынсем пĕр пинтен пуçласа 100 пин таранах, уйăхăн 5 проценчĕпе, кредитпа тивĕçеççĕ. Кредита вара çулталăка çеç параççĕ. Кивçен укçа илес тесен тĕрлĕ документсем хатĕрлесе ывăнмалла мар. Çыннăн аллинче юлашки ултă уйăхри ĕç укçин тупăшне çирĕплетекен справка, паспорт, пенсин страхлав свидетельстви, ИНН хучĕ пулмалла. Çак документсем пур пулсан 10-15 минут хушшинчех кредит паратпăр. Енчен те гражданин 20 пин çеç кивçен укçа илет пулсан, кредита тÿрех паратпăр. Кредитăн виçи пысăкрах-тăк, кăштах кĕтме тивет.

- Енчен те çын хăйĕн тупăшне нимĕнле документпа та çирĕплетеймест пулсан;

- Хăйсен тупăшне çирĕплетме пултарайман, ĕçсĕр çынсене кредит уйăрса памастпăр.

- “Агрокредит” кооперативран кредит илекенсем чылаййăн-и;

- Мартăн 23-мĕшĕ тĕлне пурĕ 427 çын 1 миллион та 250 тенкĕлĕх кредит илнĕ. Сăмах май, ку укçапа çынсем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Ăна мĕнле тĕллевпе пĕтернине ыйтмастпăр. Ытларах чухне ял çыннисем ачисене вĕрентме тĕрлĕ сĕтел-пукан туянма кивçен илеççĕ. Ку вăл вĕсен ирĕкĕ.

- Аслă ăрури çынсене, урăхла каласан пенсие тухнисене, банксенче кредит пама тăхтаса тăраççĕ...

- Пирĕн кооператив ватă çынсен кăмăлĕсене хуçмасть, вĕсене те кивçен укçа уйăрса парать. Ватăсен çулне пăхмасăрах. Анчах та кредит виçи пысăк пулаймасть тата вĕсен пĕр шаннă çын (поручитель) пулмалла.

- Ытти категорири граждансен те шаннă çыннисем кирлĕ-и;

- Кредитăн виçи пысăк пулсан, çапла.

- Кредита уйăхсеренех тÿлемелле-и; Тÿлеме пултарайманнисене мĕн кĕтет.

- Çутăпа, газпа усă курнăшăн та вăхăтра тÿлемелле, кредита та çавăн пекех уйăхсерен татса пымалла. Тÿлемесен те нимĕн те пулмасть тесе пурăнакансене çирĕп мерăсем кĕтеççĕ. Çынсене ку енĕпе пĕрре те шÿтлеме ыйтмăттăм. Енчен те гражданин кредита вăхăтра тÿлемерĕ-тĕк, тÿрех республикăри “Таймер” организаципе çыхăнатпăр. Вĕсем ку лару-тăрăва хăйсен аллине илеççĕ.

- Галина Станиславовна, калаçушăн тавтапуç.



"Пирěн пурнăç"
31 марта 2007
00:00
Поделиться