Ĕçсĕррисем валли - ярмăркка
Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене пулăшассипе ĕçлесе пырса халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр организацисемпе предприятисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе те анлăлатса пырать. Уйрăмах центр вакансисен даннăйĕсен банкне ÿстерес те ăна тултарас енĕпе çине тăрса ĕçлет.
Иртнĕ эрнере райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче ĕçсĕр граждансем валли “Ĕç паян” ятпа вакансисен ярмăркки иртрĕ. Ăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн директорĕ П.П.Микишин уçрĕ. Вăл çак мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ: пĕр енчен - ĕçсĕр çынсем валли ĕçе вырнаçма майсем пулаççĕ, тепĕр енчен - предприятисемпе организацисен ертÿçисем хăйсене валли ĕçченсем суйласа илме пултараççĕ. Çавăн пекех Петр Петрович ярмăрккăна пухăннисене районти ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕпе, центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе тата тĕрлĕ специалистсем кирлипе паллаштарчĕ. Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Башкиров тухса калаçнине те асăнмалла, вăл çак мероприяти питĕ кирлине çирĕплетсе хăварчĕ, граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Ярмăрккăна çичĕ предприятипе учрежденин представителĕсем (райадминистраци, Хĕрлĕ Чутайпа Мăн Этмен ял тăрăхĕсем, Хĕрлĕ Чутайри “Çын тата çут çанталăк” музей, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ, райпо тата “Асамат” ТЯО) хутшăннине палăртмалла. Кунсăр пуçне ярмăрккăна ĕçсĕр 12 граждан та çитнĕ.
Мероприятире центр ĕçченĕсем тĕрлĕ буклетсем сĕнчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ профессиллĕ ĕçсĕр граждансен ял тăрăхĕсемпе уйăрнă списокне, предприятисемпе организацисенчи вакансисен переченьне, ĕç шыранă чух усăллă пулма пултаракан канашсен буклечĕсемпе брошюрисене курма пулчĕ. Сăмах май каласан, паянхи куна районта 60 ĕç вырăнĕ пур.