Тĕллев - 26 яла хытарнă çулпа çыхăнтарасси
Тÿрĕ те тикĕс асфальт çулпа çÿреме пурте кăмăллатпăр. Пурнăç çĕнелсе улшăнса пынă май, çул-йĕр ыйтăвĕ те çивĕчленчĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров республикăри кашни ял патне çул сарас тĕлĕшпе Указ кăларни питĕ вырăнлă пулчĕ. Районта асăннă Указа мĕнле пурнăçлаççĕ; Çак ыйтусемпе корреспондент райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай начальникĕн çумĕпе, çул-йĕр секторĕн заведующийĕпе В.Н.Романовпа тĕл пулнă.
- ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн (68 №, августăн 21-мĕшĕ, 2006 ç.), икĕ çул хушшинче республикăра 1100 километр тăршшĕ хытарнă çул хывмалла. Район тăрăх илсен, çав хушăра пурĕ 48 километр тăршшĕ çĕре хăпартса вак чул сарса асфальтпа хытармалла, 400 пин миллионлăх ĕç пурнăçламалла. Пĕтĕмпе 26 ял патне çул хывмалла: Акташ, Анат Çĕрпÿкасси, Енкĕлт, Кÿпеш, Хурапыр, I Липовка, II Липовка, Урикасси (Сосново), Кушлавăш, Урикасси (Арайкасы), Хăмаркка, Малиновка, Калкасси, Тумликасси, Атнар лесничестви, Ирчкасси, Пухтанкасси, Чурпай, Вăрманкасси, Пчелка, Вишенер, Дубовка, Лоба, II Хурашаш, Горбатовка, Туктамăш. Сăмах май, республикăри ялсене кĕске вăхăтра çулпа тивĕçтерессипе укçа-тенкĕ ыйтăвне те татса панă. Ку енĕпе урăх çĕршыври банксем те пулăшу пама шантарнă.
- Валентин Николаевич, районти ялсем патне çул сарас тĕлĕшпе подрядчиксем паллă-и;
- Паллă паллах. Районта çул-йĕр сарас енĕпе «Волгодорстрой» общество (ертÿçи К.Г.Жарков), Çĕмĕрлери ТПУ (Г.В.Смирнов), «Резон» ХАО (В.Н.Малашников), «Дорсервис» общество (М.Н.Черников) тăрăшаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта асăннă подрядчиксем хăйсен объекчĕсене кирлĕ чухлĕ хăйăр турттарса çитернĕ, халĕ вак чул кÿрессипе тимлеççĕ.
- Чи малтанах ĕçсем хăш объектсенче пуçланассипе паллаштараймăр-ши;
- Ялсене çул сарасси 2006 çултах пуçланнă. Подрядчиксем Атнар лесничествинче, Енкĕлтре, Ачкассипе Туктамăш, Анат Çĕрпÿкассипе Çĕн Атикасси ялĕсем хушшинче çĕр хăпартса вак чул сарассипе тата асфальт хывассипе тăрăшса ĕçлерĕç. 2007 çулта вара пуçланă объектсене июнь уйăхĕнче хута ямалла пулать тата 20 объект çинче ĕçе пуçăнмалла, 16 яла асфальт çитермелле е вак чулпа хытарса ĕлкĕрмелле.
- Çул-йĕре пăхса тăмасан, вăл ишĕлсе аркансах пырать. Районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;
- Тÿрех каламалла, çул-йĕре тытса тăма çăмăл мар. Ку пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Малтанхи çулсенче çулсене тытса-пăхса тăрасси çине укçа сахал уйăрнипех вĕсем япăхланса кайрĕç. ЧР Президенчĕ Указ кăларни шăпах вăхăтлă пулчĕ, тинех çул-йĕр çине тимлĕх уйăрчĕç. Пăр тапранчĕ темелле. Пур çĕрте те ку ыйтăва татса параççех тесе шутлатăп.
Пĕлтеретпĕр, район территорийĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ çулсене (55,7 км) хĕлĕн-çăвĕн Çĕмĕрлери ТПУ пăхса тăрать, вырăнти çулсене (120,6 км) - коммуналлă хуçалăх, КСО «Красночетайская», «Дорсервис» общество. Хĕрлĕ Чутайри коллективлă строительство организацийĕ Штанашри, Атнарти, Шулюри, Хăнатар кĕперĕсене пăхса тăрать.
- Кăçал çур хĕл хыççăн юр чылай çурĕ, чылай çĕрте ял урамĕсем хушшинчи çула уçса тăракансем те пулмарĕç. Çакăн пирки унта пурăнакансем пăшăрханса калаçнине илтме тÿр килнĕччĕ. Кама айăпламалла;
- Ял урамĕсем хушшинчи çула ял тăрăхĕсен пăхса тăмалла. Кăçал Хĕрлĕ Чутайпа Ачкасси ял тăрăхĕсем çула пăхса тăракан организацисемпе килĕшÿ тунă. Çавăнпа вĕсенче йĕрке пулнă. Ыттисенче, чăнах та, ял урамĕсене пăхса тăрассипе çитменлĕхсем пулчĕç.
- Кирек мĕнле ĕç те йывăрлăхсемсĕр мар. Сирĕн ĕçре те вăл пурах-тăр;
- Хальхи саманара укçа-тенкĕ çитсе пыманни хытах ура хурать. Кашни ялах асфальт çулпа çыхăнтарас килет. Шел те, 2 çул хушшинче пур яла та тикĕс те асфальтлă çулпа тивĕçтерейместпĕр, ыттисене дамба хăпартса вак чулпа хытаратпăрах. Ку ялсенче çынсен шучĕ чакса пынипе çыхăннă.
- Çавăн пек ялсене асăнса хăварма пулать-и;
- Чи малтанах каламалла, шкул автобусĕ çÿретме палăртнă ялсенче асфальт çул пулатех. Вак чул сарнă çулсем вара I Липовка, Урикасси, Чурпай, Калкасси, Вăрманкасси, Горбатовка, Малиновка, Лоба ялĕсенче пулĕç.
- Çуркунне çитрĕ, чылай çĕрте малтан асфальт сарнă çулсем япăхланса çитни халĕ аванах курăнать. Ку енĕпе мĕнле ĕçсем палăртатăр;
- Çул-йĕре çĕнĕрен асфальт сарасси пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Апрель уйăхĕнче питĕ япăхланса çитнĕ вырăнсене саплассипе ĕçлеме пуçлатпăр.
- Тавтапуç калаçушăн. Ĕç пуçланчĕ темелле. Çул сарăлать. Ĕçлекенсем пур. Чи кирли вара - чăваш ялĕсем асфальт çулпа çыхăнаççĕ. Чылай çул хушши урам тăрăх резина атăпа пылчăк çăрса утнă пулсан, аваллăх историе юлать.