Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сотовăй телефон тетте вырăнĕнче пулмалла мар

Раççейре мобильлĕ çыхăну системи аталанса пынăçемĕн унпа усă куракансен йышĕ çулран-çул ÿсет. Çавăнпа пĕрлех сотовăй телефонсене вăрланипе çыхăннă преступленисем йышланаççĕ. Чăваш Республикинчи оперативлă лару-тăрăва тишкерсен çакна палăртмалла: 100 преступленирен 19-шĕ телефонсене вăрланипе çыхăннă иккен. Енчен те 2000-мĕш çулта, 7 çул каялла, сотовăй телефонсене вăрланă фактсем сайра-хутра тĕл пулкаланă пулсан, паян кун пек преступленисене республикăри кашни районта тенĕ пекех регистрацилеççĕ. Юлашки вăхăтра ытларах çула çитмен ачасен, уйрăмах вĕренекенсен, телефонĕсене йăкăртнине асăнмалла. Мобильлĕ телефонсене хуçисем хăйсемех çухатнă тĕслĕхсем те сахал мар. Кăçалхи мартăн 19-мĕшĕ тĕлне илсен, районта сотовăй телефона çухатнă е вăрланă 6 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çак фактсемпе çыхăннă материалсене тишкерсен çакна каламалла: сотовăй телефонсене вăрланăшăн ытларах чухне вĕсен хуçисемех айăплă. Вĕсем хăйсен пурлăхне, япалине вырăна хумаççĕ тесен те тĕрĕсех. Хаяр шĕвек ытамĕнче пулнă чухне те граждансем телефонсене çухатаççĕ. Ăçта çухатма пултарнине те аса илеймеççĕ вĕсем.

Çула çитмен ачасем телефонсене çухатнинче ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пуррине палăртмалла. Хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене хаклă сотовăй телефонсем илсе панă е парнеленĕ чухне ашшĕ-амăшĕсем ăна мĕнле упрамаллине, телефон тетте маррине ăнлантармаççĕ. Шкулсенче пулнă май, вĕренекенсем хăйсен телефонĕсене уççăнах кăтартнине, унпа мухтаннине куратăн. Ку вара сотовăй çыхăнупа усă курма пултарайман тантăшĕсене вĕсен телефонĕсене вăрлама хистет.

Хуть те мĕнле преступление уçса пама йывăр. Мĕншĕн тесен йĕркене пăсакан хăй преступлени тунине пытарма тăрăшать. Çавăнпа та сотовăй телефонсен хуçисене хăйсен пурлăхне упрама, обществăлла вырăнсенче тимлĕ пулма сĕнес килет. Вăхăтлăх усă курма та телефонсене памалла мар.



"Пирěн пурнăç"
28 марта 2007
00:00
Поделиться