Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушар ăнсăртран тухмасть

Вут-кăварпа асăрхануллă пулманни яланах пысăк инкек патне илсе çитернине эпир пĕлет­пĕр. Пирĕн тавралăх, вăл шутра эпир пурăнакан кил-çурт та, хăрушлăх çăл куçĕ пулса тăрать. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата социологсем тишкернĕ тăрăх, пушар хăрушлăхĕ яланах пуррине çынсем майĕпен çеç тăна илсе пыраççĕ. Нумай çынсем çапла шутлаççĕ: пушар ăнсăртран сиксе тухакан инкек. Çапла калани тĕрĕс мар. Кашни пушар вăл - пирĕн çăмăлттайлăх, пирĕн тимсĕрлĕх. Йĕр­келлĕ пробка вырăнне килте майлаштарса тунă «жучок» ларать е ача-пăча алли айĕнче шăрпăк выртать пулсан пушар ăнсăртран тухма пултарать-и; Ÿсĕр çын вырăн çинче пирус мăкăрлантарса выртать пулсан тата; Ун пек чухне кирек хăш самантра та инкек кĕт.

Тип шар ан пултăр тесен, çаксене тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла:

1. Пушар хуралĕн телефон номерне ас тăватăр-и;

2. Сирĕн çуртри электропроводка  йĕркеллĕ-и;

3. Передачăсене пăхса пĕтернĕ хыççăн телевизора сетьрен кăларатăр-и;

4. Щитра стандартлă е автоматла предохранительпе усă куратăр-и;

5. Хутмалли кăмака тата газ плити шанчăклă-и;

6. Газ плити çывăхĕнче кĕпе-тум типĕтетĕр-и;

7. Вырăн çинче пирус туртса выртакансем килте пур-и;

8. Кăмакари вутта чĕртме бензинпа е керосинпа усă куратăр-и;



"Пирěн пурнăç"
28 марта 2007
00:00
Поделиться