Вăрлăха им-çамлани тухăçа ÿстерет
Акмалли тырă вăрлăхĕнче тĕрлĕрен чирсем пуррине фитоэкспертиза палăртать. Чирсем шутне вутпуççисем, тымар чирĕсем, пăнтăх (плесень) чирĕсем, бактериозсем кĕреççĕ. Вĕсем тыррăн хуппи айĕнче е çиелтех вырнаçнине пула чир мĕнлерех аталаннине пĕлме пулать. Çак чирсем шала кайсан тырă тухăçне самаях чакараççĕ, çиме те юрăхсăр пулать, пахалăхсăр вăрлăха вара выльăхсене апатлантарнă çĕре çеç ăсатмалла. Асăннă чирсем малалла аталанса ан кайччăр тесен, вĕсене вăхăтра палăртса кĕрешме тăрăшмалла. Çавăнпа çурхи вăрлăхсене ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен республикăри станцире тĕрĕслеттермелле.
Вăрлăхсене çултан-çул тĕрĕслени çакна палăртать. Юлашки çулсенче тырă çинчи чирсен хисепĕ вăйлăрах аталанса пырать. Çакăн сăлтавĕсем нумай: чирсем хими препарачĕсене хăнăхса пыни, хими препарачĕсемпе тĕрĕс мар усă курни е вĕсен нормисене чакарни, пусă çаврăнăшне пăсни, кондицине ларман вăрлăх акса-туса илни, укçа-тенкĕ çитменнине пула вăрлăха им-çамламасăр акни тата ытти те. Çуркунне çитнĕ май, кĕр калчин лаптăкĕсем çинче, юр хулăм выртнă вырăнсенче е айлăм çĕрте шыв ытлашши тăнăран, кăмăска чирĕ (грибок) аталанма пултарать. Çакă тыр-пул тухăçне 10-30 процент таран чакарать.
Çур акиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене чир-чĕртен хÿтĕлес тесен вăрлăха акас умĕн им-çамламалла. Анчах çак ĕçе тĕрĕс пурнăçламалла.
Сăмах май, кăçалхи çур аки валли 1,5 тонна майлă вăрлăх кирлĕ. Ытти çулсенчи анализсем тăрăх, районти тĕш-тырăра вутпуççи (головня), физориоз, гельминтоспориоз (тымар) чирĕсем, пăнтăх чирĕсем пурри паллă. Çавăнпа ял хуçалăх ертÿçисен вăхăта сая ямасăр вăрлăха кондицие çитерессипе тимлемелле, ăна им-çамламалла. Хими препарачĕсемпе ĕçлекен çынсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, хăрушсăрлăх техникине пăхăнса кирлĕ çи-пуçпа тивĕçтермелле, кашни çыннах хăрушсăрлăх техникин правилисемпе паллаштарас тĕллевпе инструктаж ирттермелле.
Асăнса хăвармалла, тыр-пула им-çамламалли препаратсене илес пулсан, хуçалăх ертÿçисен ядохимикат упранакан складсем валли паспорт илмелле, ăна Çĕмĕрлери Роспотребнадзор службинче параççĕ. Енчен те çак складсем çук пулсан, вĕсем ытти хуçалăхсемпе килĕшÿ туса им-çамсем туянма пултараççĕ. Паянхи куна асăннă паспорта “Коминтерн” ЯХПК-ра çеç туяннă, ыттисем “çывăраççĕ-ха”, укçа тăккалани анчах теççĕ-ши.
Иртнĕ çул районĕпе çурхи культурăсене 500 тонна чухлĕ им-çамланă, планпа 1500 тонна пулнă. Çав шутран “Асамат” хуçалăхра вăрлăха 242 тонна им-çамланă, кĕрхи культурăсене те вĕсем анчах хими препарачĕсемпе чÿхенĕ. “Нива” ЯХПК-па Никитин фермер хуçалăхне те лайăх енчен асăнмалла. Шел те, “Искра”, “Свобода”, “Сура”, “Путь Ильича” ЯХПК-сем, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕ çак ĕç çине çиелтен çеç пăхрĕç темелле. Çавăнпа вĕсенче эмелпе чÿхемесĕр акнă тыррăн тухăçĕ пĕчĕк, сăлтавĕ - çум курăкпа, чирсемпе, хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешменни.
Кăçалхи çур аки валли хальлĕхе вăрлăха 3 хуçалăх çеç тĕрĕслеве тăратнă: “Аккозинский”, “Нива”, “Победа”. Фитоэкспертиза мелĕпе анализ туни çакна палăртрĕ. Урпа гельминтоспориоз чирĕпе 59-76 процент таран сиенленнĕ, альтернориоз - 14-55 процент, пăнтăх чирĕ - 13-14. Çурхи тулă çинче альтернориоз - 79-87 процент, септориоз - 2-3, гельминтоспориоз - 2-6. Калас пулать, наукăпа тĕпчев ĕçĕсене пĕтĕмлетсе халĕ ученăйсем химипе биологиллĕ им-çамсене пĕрлештерсен пысăк усă панине çирĕплетеççĕ.
Çак ĕçсене тĕрĕс тата вăхăтра туса ирттерсен тупăш илме пулатех.