Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Чăваш энциклопедийĕн» пĕрремĕш томĕ библиотекăсене пуянлатĕ

«Чăваш энциклопедийĕн» пĕрремĕш томĕн презентацийĕ март уйăхĕнче пулчĕ. Халĕ вара çак паха кĕнеке республикăри хула, район тата муниципалитет библиотекисене ăсанма тытăнчĕ. Вĕсем валли 800 экземпляр уйăрнă. Тата 650 экземпляр шкул библиотекисене пуянлатĕ. Чăваш Ен тата чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштаракан çак кĕнекесĕр пĕр библиотека та юлмĕ. Ăна пур библиотекăна та тÿлевсĕрех, республика бюджечĕ шучĕпе параççĕ.

Магазинсемпе бибколлекторсенче те туянма пулать.

«Чăваш энциклопедийĕнче» Чăваш Республики, чăваш халăхĕ, унăн çĕршыв историйĕнчи, культурипе экономикинчи вырăнĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Республикăри мĕн пур ял, çавăн пекех тулай чăвашсем пурăнакан яллă вырăнсем çинчен çырнă статьясем пур. Вĕсем халăхăн йăли-йĕркипе, тĕн тытăмĕпе паллаштараççĕ.

Пĕрремĕш томра (А - Е сас паллисем) 3 пине яхăн статья. Материалсен 40 проценчĕ Чăваш Енпе Раççейĕн социаллă экономика тата культура аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿ тунă чăвашсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.

Кĕнекере çавăн пекех Чăваш çĕрĕн историйĕнче паллă йĕр хăварнă Раççейри тата урăх çĕршывсенчи пултаруллă деятельсем çырнă статьясем те пур.

Энциклопедин пĕрремĕш томĕн тиражĕ - 5 пин экземпляр. Кĕнекен иккĕмĕш томне 2007 çул вĕçленнĕ тĕле пичетлесе кăларма палăртнă.



"Пирěн пурнăç"
24 марта 2007
00:00
Поделиться