Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ÿстерме палăртнă
Мартăн 16-мĕшĕнче Патшалăх Думи иккĕмĕш вулавпа саккун проектне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, ĕç укçин чи пĕчĕк виçине майăн 1-мĕшĕнче мар, сентябрĕн 1-мĕшĕнче çеç ÿстерме палăртнă. Халĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 1100 тенкĕпе танлашать. Депутатсем ăна май уйăхĕнчех 1400 тенкĕ таран хăпартасшăн пулнă, кĕркунне - 2300 тенкĕ таран. Анчах та ăна кĕске вăхăтра пурнăçлама чылай ĕç тумалла пулнипе ĕç укçин чи пĕчĕк виçине сентябрĕн 1-мĕшĕнче çеç 2300 тенкĕ таран ÿстерме йышăннă.
"Пирěн пурнăç"