Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕтĕмĕшле ĕç стажне кура тÿлеççĕ

Кăçалтанпа чирленине е вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен хутпа (больничнăй) тÿлессин йĕр­кинче палăрмаллах улшăнусем кĕтеççĕ.

Пĕрремĕшĕ. Вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнипе паракан пособи виçине шутланă чухне çыннăн пĕтĕмĕшле ĕç стажне шута илеççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 5 çулччен пулсан вăтам ĕç укçин 60 процентне тÿлеççĕ, 5-8 çул - 80 процент, 8 çул ... - 100 процент. Аса илтеретпĕр, малтанхи вăхăтра çын пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçнă пулсан, стажа çухатнă. Халĕ вĕсем ĕç вырăнне те ылмаштарма пултараççĕ, больничнăйне çавах пĕтĕмĕшле ĕç стажне кура тÿлеççĕ.

Иккĕмĕшĕ. Малтан çын икĕ вырăнта ĕçленине шута илмен. Енчен те эсир икĕ ĕç вырăнĕнче вăй хуратăр пулсан, тухтăр сире 2 больничнăй хутне пама тивĕç. Анчах та РФ Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн, ĕç килĕшĕвĕпе (по совместительству) ĕçленĕ чухне ĕç вăхăчĕ кунне 4 сехетрен ытла пулмалла мар. Çапла майпа, çыннăн пĕр больничнăйне тĕп ĕçре кăтартмалла, теприне ĕç килĕшĕвĕпе тимленинче. Енчен те ача кĕтекен хĕрарăм икĕ ĕç вырăнĕнче вăй хурать пулсан, декрет отпускне кайнă чухне вăл больничнăй хутне икĕ ĕçĕнче те йĕркелеме пултарать.

Виççĕмĕшĕ - пособи шутлавĕ. Халĕ больничнăйпа тÿлемелли шутлавра ĕç кунĕсене мар, календарлă кунсене тĕпе хураççĕ. Енчен те ача чирленипе больничнăй илме тиврĕ пулсан, тулли тата тулли мар çемьесене те пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче пособие стажа кура тÿлеççĕ, 11-мĕш кунтан тытăнса - ĕç укçин 50 проценчĕ чухлĕ.

Тăваттăмĕшĕ. Пособи виçи улшăннă. Вăл иртнĕ çулхи пек 15 пин мар, 16 пин те 125 тенкĕ пулать.

Каламалла, больничнăй хучĕн çĕнĕ формине хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе кивĕ формăри бланксемпех усă курма ирĕк пур.



"Пирěн пурнăç"
21 марта 2007
00:00
Поделиться