Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мускавра хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă

“Туслăх” ушкăнти Галина Катейкинапа Наталья Петрова юрăçсене районта чылайăшĕ паллаççĕ ĕнтĕ. Вĕсен юррисене те итлесе киленнĕ. Мартăн 17-мĕшĕнче “Туслăх” ушкăнти хĕрсем шăрантарнă юрăсене Мускавра та итленĕ. Çамрăк хĕр упраçсем, Арсений Тарасов телеертÿçĕ йĕркеленипе, çĕршывăмăрти тĕп столицăри “Коммуна” культура çуртĕнче концерт кăтартнă. Мускавра пурăнакан чăвашсем, вĕсен йышĕнче студентсем те, чăваш пикисен репертуарĕнчи юрăсене кăмăлланă, татах та килме чĕннĕ. Апрель уйăхĕнче “Туслăх” ушкăн каллех хăйĕн концерчĕпе Мускава каяс шухăшлă. Сăмах май, район çыннисене те хăйсен çепĕç сассисемпе савăнтарас ĕмĕтлĕ вĕсем. Апрелĕн 6-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче “Туслăх” ушкăн йĕркеленнĕренпе 1 çул çитнине халалласа концерт пулать. Унта Залиф Биксалин, Ирина Шинжаева тата ытти паллă юрăçсем юрлĕç.



"Пирěн пурнăç"
21 марта 2007
00:00
Поделиться