Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăйĕн пурнăçне шут ĕçне халалланă

«Пирĕн пурнăç» хаçатпа туслă çынсем районта чылай. Вĕсем район тĕкĕрĕн кашни страницине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Алла тытсанах çĕнĕ хыпарсемпе, статьясемпе, материалсемпе паллашаççĕ. Кăмăлласа вулакан валли хаçатра интересленмелли пайтах. Кушлавăш ялĕнчи Вячеслав Григорьевич Григорьев та «Пирĕн пурнăç» хаçатпа тахçантанпах туслă. Кăçал райхаçата иккĕмĕш çур çулшăн çырăннă вулавçăсем хушшинче ирттернĕ лотерея вылявĕнче вăл парнеллĕ пулчĕ - фотоаппарата тивĕçрĕ. Çавăнпах унăн пурнăçĕпе вулакансене паллаштарма та кăмăллă.

Вячеслав Григорьевич 1930 çулхи майăн 6-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕнчен вăл 14 çултах тăлăха юлнă. Унсăр пуçне çемьере тата виçĕ аппăшĕ ÿснĕ. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, 30-мĕш çулсем чăваш çыннисемшĕн савăнăçлă çулсем пулман. В.Григорьевăн та çамрăклах пурнăçăн хури-шуррине пайтах тÿсме тивнĕ.

- Çĕн Атикассинчи шкулта 7 класс пĕтертĕм, - аса илет халĕ иртнине ватă. - Çи-пуçĕ ятуллă пулман. Çитмен пурнăçа пула-çке пĕлĕве малалла аталантараймарăм. 8-мĕш класра вĕренме Штанаш шкулне каяс ĕмĕт пысăкчĕ. Анчах нушаллă пурнăç пирки ĕмĕтĕм  пурнăçа кĕмерĕ. Çамрăклах патшалăх валли вăрман ĕçлеме кайрăм. Пилĕке самаях авма тиврĕ.

1950 çулта каччă çар ретне тăнă, Лăпкă океан флотĕнче 5 çул та 2 уйăх çар тивĕçне пурнăçланă. Унтан тăван тăрăха таврăннă. Салтакран килсенех Мария ятлă хĕрпе çемье çавăрнă. Туслă çемьере пурĕ 9 ача, 5 хĕрпе 4 ывăл, çуралнă. Пĕри тепринчен маттур ачасем ÿснĕ Григорьевсен çемйинче. Ĕçчен те тăрăшуллă, яваплă ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе çитĕннĕ вĕсем.

В.Григорьев хăйĕн пурнăçне шут ĕçне халалланă. Чулхулара бухгалтерсен курсĕнче вĕренсе тухсанах Яманкассинчи «Путь готов» колхозра бухгалтерта вăй хума тытăннă, 1959 çулта - «Марксист» хуçалăхра. Ĕçри тăрăшулăхне, хастарлăхне кура вăл ахаль шут ĕçченĕнчен тĕп бухгалтера çитиех ÿснĕ. Хăйĕн юратнă ĕçĕнче В.Григорьев мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Тĕрĕссипе, пенсие тухсан та тепĕр икĕ çул хуçалăхрах тăрăшнă. Ĕç стажĕ унăн 30 çул.

Кăçал хисеплĕ ватă 77 çул тултарать. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл темĕн те тÿссе ирттернĕ: 1983 çулта мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, Вячеслав Григорьевич 9 ачапа тăр пĕчченех тăрса юлнă. Çав вăхăтра унăн чун-чĕрине мĕнле йывăрлăх пуснине çак хурлăха тÿссе курман çын çеç ăнланмĕ. Çапах пуçа усман вăл. Чун тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕ, малашнехи пурнăçĕ пĕр унран çеç килнине ăнланса кăмăлне хытарнă. В.Григорьевăн пĕр тĕллев пулнă - ачисене ура çине  тăратасси, тăван çĕршыва юрăхлă çын тăвасси. Ачисене çемье, анне ăшши кирлĕ тесе Униççе ятлă хĕрарăмпа пĕрлешнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем иккĕшех пурăнаççĕ. Ачисем çунат сарса тăван килтен тухнă, аякра пурăнаççĕ. Пурте çемьеллĕ. Тăван ашшĕне манмаççĕ вĕсем, килсе пулăшсах тăраççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ачисемшĕн пурăннă В.Григорьев ватлăх кунĕсенче те вĕсене пулăшма тăрăшать. Хăй хурт-хăмăр ĕçĕпе аппаланнăран, сиплĕ пылне парсах тăрать. Акă Чулхулара пурăнакан хĕрне пĕр бидонĕпех пыл панă.

Çăмăлах мар пурнăç ирттернĕ Вячеслав Григорьевича ватлăх кунĕсене телейлĕ ирттерме çирĕп сывлăх сунатăп.



"Пирěн пурнăç"
21 марта 2007
00:00
Поделиться