Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕç династийĕсен слетне хутшăнĕ

Чăваш Енре ĕç династийĕсен юхăмĕ анлă сарăлнă. Вĕсене кашни çулах, Çуркуннепе ĕç уявĕнче, Шупашкарта чыслани те çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Республикăри маттур та ĕçчен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ пысăк çемьесем пухăнаççĕ унта, парнене тивĕçеççĕ. Пирĕн районтан та ĕç династийĕсен слетне кашни çулах хутшăнаççĕ. Кăçал, акă, çакăн пек виçĕ çемье пирки республикăри сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине документсем тăратнă. Пĕтĕм вăй-халпа, ăс-хакăлпа тăван кĕтес татах илемлентĕр, район аталантăр тесе пысăк ĕç тăвакан ĕç династийĕсене ятран асăнар. Акă, “Коминтерн” ЯХПК-ра ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ Ивантаевсен çемйине илер. Ĕç династине Мария Дмитриевна пуçарса янă. Ивантаевсен ял хуçалăхĕнче вăй хунă пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 151 çул. Хĕрлĕ Чутай салинчи Манейкинсем медицинăра чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Ĕç династийĕ Энелина Ивановнăран пуçланать. Вăл хальхи вăхăтра тĕп больницăра куç тухтăрĕ пулса тăрăшать. Мăшăрĕ те, Валерий Михайлович, медицинăра вăй хурать. Вĕсен хĕрĕ тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕнче ĕçлет. Манейкинсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 80 çул. Герасимовсен çемйи те тĕслĕх вырăнĕнче. Ку çемьен династине Александр Васильевич пуçарса янă. Герасимовсен ĕç стажĕ - 168 çул. Вĕсем пурнăç тăршшĕпех районти линипе техника цехĕнче вăй хунă.

Каламалла, çак асăн­нă çемьесенчен пĕри майăн 1-мĕшĕнче ĕç династийĕсен слетне хутшăнĕ.



"Пирěн пурнăç"
21 марта 2007
00:00
Поделиться