Çĕр тавра çĕр ыйту
Çĕр участокĕсене кадастр учетне тăратас ĕçе вĕçлессипе хушма мерăсем йышăннă май ял çыннине чылай ыйту хумхантарать. Çавăнпа ĕнтĕ район çыннисене ăнланмалларах пултăр тесе район центрĕнче вырнаçнă Чăваш Республикинчи Роснедвижимость Управленийĕн 3 № уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Сергей Витальевич Таеровпа тĕл пулса калаçма, интереслентерекен ыйтусем хускатма тÿр килчĕ.
- Сергей Витальевич, çĕр пирки сăмах хускатнă май чи малтанах районти çĕр фончĕ еплерех пулнине пĕлтерсемĕр. Вĕсенчен мĕн чухлĕ гектарне кадастр учетне илнĕ;
- Пĕтĕмĕшле районта 69156 гектар çĕр шутланать. Паянхи куна мĕн пур лаптăкăн 83 ытла проценчĕ кадастр учетĕнче тăнине палăртмалла. Калас пулать, 82 процентне маларах учета илнĕ. Кăçал халиччен 2 процента яхăн кадастр учетне тăратнă. Кунне, сăмахран, 30-35 çынна çĕр пирки документсем хатĕрлеме йышăнма тивет. Хальлĕхе пирĕн пата 1200 çын çитнĕ.
- Хăçанччен çĕр участокĕсене кадастр учетне илсе пĕтермелле-ха;
- Çак ĕçе пирĕн кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлес пулать.
- Сергей Витальевич, çĕр хуçисен пурин те сирĕн пата çитмелле-и;
- Кун пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Енчен те çыннăн çĕре харпăрлăха илме, ĕмĕрлĕхе усă курма ирĕк пани çинчен патшалăх акчĕ е çĕр участокĕпе усă курма панă свидетельство пур пулсан унăн аллинче харпăрлăхçă пулни çинчен документ пур шутланать. Вĕсен çĕр участокĕ маларах кадастр учетне тăратнисен шутне кĕрет. Тепĕр хут документ тума та кирлĕ мар. Ун пеккисен ял тăрăхне кайса сведенисене (паспорт даннăйĕсене, çĕр участокĕ вырнаçнă адресне) çеç улăштарттармалла. Ял тăрăхĕсен çĕр енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем вара пирĕн пата çитсе вĕсен сведенийĕсене ылмаштараççĕ çеç.
Çакна валли ял тăрăхĕн специалисчĕсем патне граждансен ларăвĕн протоколĕн выпискине, çĕр хуçин паспорт копине (1-мĕш страниципе прописка), патшалăх акчĕн копине (1 участок çеç пулсан пĕр копи, 2 пулсан - 2), çак ĕçе пурнăçлама специалиста шанни çинчен ал вĕççĕн çырнă доверенность хăвармалла.
Çĕр харпăрлăхçи вилнĕ пулсан, еткерçĕ (наследник) çĕр участокĕ çине хăйĕн харпăрлăх правине регистрацилеттермен-тĕк унăн пирĕн пата çак документсемпе пымалла:
а) ял тăрăхĕнче алă пусса çирĕплетнĕ патшалăх акчĕн копийĕ (пĕр участок пулсан 1 копи çеç кирлĕ, иккĕ-тĕк - 2)*
ă) çĕре хăй çине куçаракан çыннăн паспорт копийĕ (1-мĕш страници тата прописка лартни)*
б) ял тăрăхĕнчен илнĕ урам ячĕпе çурт номерне кăтартса çырнă протокол выписки (3 экземпляр)*
в) кÿршĕре пурăнакансем çĕр участокĕн чиккисемпе килĕшни çинчен хатĕрленĕ акт (акт согласования границ), ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тата кÿршĕсен алă пусни пулмалла (кашни участок валли пĕрер акт кирлĕ)*
г) çĕр харпăрлăхçи вилни çинчен панă свидетельствăн пĕр копийĕ*
д) халал хучĕсен (завещание, дарение) оригиналĕпе копийĕ.
Халал хучĕсем çуккисен вара çĕр хуçи пулнин патшалăх акчĕн копийĕ кирлĕ.
- Енчен те çĕр хуçин патшалăх акчĕ çук пулсан мĕн тумалла; Çĕр кĕнекисем валеçнĕ вăхăтра темле сăлтава пула памасăр юлнисем те пур вĕт-ха ялсенче;
- Чăн та, кун пеккисем çук мар. Темĕн тĕрлĕ тĕслĕх те пур. Пĕрисен, пĕр вырăнта темиçе çул пурăнсан та, кÿршĕсен патшалăх акчĕ пур çĕртех çак документ çук. Вĕсене памасăр хăварнă та çакскерсем çаплипех пурăннă, документ кирлех пулман пек туйăннă ĕнтĕ вĕсене. Е хăшĕсен туса пĕтереймен çĕр кĕнекисем ял тăрăхĕсенче выртаççĕ. Ку документ шутланмасть. Кун пеккисен ял тăрăхĕнчен илнĕ ял администраци пуçлăхĕн çĕр участокĕ уйăрни çинчен пĕлтернин йышăнăвĕн выписки кирлĕ.
Кунсăр пуçне урам ятне, çурт номерне кăтартса çырнă выписка та кирлĕ. Çавăн пекех документ тăвас тесен çĕре виçтермелле (межевани тумалла). Заявкине пирĕн пата çитсен юнашар пÿлĕме пама пулать. Урăхла мел те пур: пĕр ялтан е урамран темиçен (5-6 е ытлараххăн) пухăнса пĕрле пĕр кунта виçтерме пĕр заявка пама май пур. Кун пек виçтернĕшĕн тÿлеме те йÿнĕтерех пулать. Тĕслĕхрен, 3 участока виçнишĕн пĕршер пин тÿлеме тивет, иккĕшĕн - 1,5 пиншер, пĕриншĕн вара - 2 пин тенкĕ. Анчах та çĕр виçекенсем участоксем пĕр-пĕринчен епле вырнаçнине те шута илеççĕ.
- Пурăнмалли çурт çумĕнчи çĕрсен чылайăшĕн документсем пур тейĕпĕр-ха, уйри çĕрсем пирки мĕн калатăр;
- Уйри çĕр участокĕсене вара пурин те виçтерме тивет. Акă, çуркунне виçме пуçлаççĕ те ĕнтĕ. Кун пирки ял тăрăхĕнче ăнлантарса парĕç.
- Уйри çĕрсене пăрахас шутлисен мĕнле пулмалла;
- Вĕсем çĕр участокне кадастр учетне тăратнă хыççăн çеç çĕре пăрахас шухăшпа район пуçлăхĕ А.И.Криков ячĕпе заявлени çырма пултараççĕ.
- Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕ вилнĕ хыççăн тĕп килте пурăнаççĕ, çĕр лаптăкĕпе куçман пурлăх хăйне хăех куçать тесе шутлаççĕ...
- Ун пек шутлама кирлĕ мар. Вĕсем хăйне хăех куçмаççĕ. Еткерлĕхе ултă уйăх хушшинче куçармалла. Çĕр участокĕпе хăйсен ирĕкĕпе, çĕр валли кирлĕ документсемсĕр усă курнăшăн граждансене административлă йĕркене пăсни çинчен Кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ. Граждансен ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе 5-рен пуçласа 10 таран танлашакан административлă штраф тÿлеме тивет. Должноçри çынсен - 10-ран пуçласа 20 таран, юридици сăпачĕсен - ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе 100-тен тытăнса 200 таран. Вăхăтра предписанисене пурнăçламасан штрафа икĕ хутчен тÿлеттерме пултаратпăр.
- Сергей Витальевич, калаçушăн тавтапуç.