Заявлени çыракансем сахал-ха
Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин хушма мерисем çинчен» 256 № федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалтан иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакансене, иккĕмĕш... ачана усрава илекенсене 250 пин тенкĕ тивĕçĕ. Ку саккун 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăйра тăрать.
Кăçалхи мартăн 13-мĕшĕ тĕлне илсен, районти Пенси фондне тăваттăн амăшĕн капиталĕн сертификатне пама заявлени ыйтса çырнă. Вĕсем: Туканаш ялĕнчи П.Никифорова, вăл çут тĕнчене тăваттăмĕш ача парнеленĕ* Хирлÿкассинчи Л.Кукушкина (иккĕмĕш), Трапайри А.Матвеева (иккĕмĕш) тата Мăн Этменти А.Ельмова (виççĕмĕш). Пурĕ вара районĕпе хальлĕхе 12 ача амăшĕ çак сертификата илме тивĕçлĕ, анчах темĕнле сăлтавсене пула вĕсем Пенси фондне çитеймен-ха. Паллах, амăшĕн капиталĕпе усă курма заявление ача çуралнă хыççăн виçĕ çул хушшинче кирек хăш вăхăтра та çырса пама юрать. Анчах та, ман шутпа, вăхăта тăсни вырăнсăр. Паянхи ĕçе ырана хăварма кирлех те мар.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне илмелли ирĕкпе усă куракансен Пенси фондне тивĕçлĕ документсем тăратмаллине çырнăччĕ ĕнтĕ. Мĕнле документсем кирлĕ пулнине тепĕр хут ăнлантарса пани вырăнлă пулĕ тетĕп тата ача çуратнă хĕрарăмсемшĕн çăмăллăх ку. Пенси фондне заявлени çырма ача амăшĕ хăй кирлĕ пулнине чи малтанах палăртмалла. Унăн аллинче вара хăйĕн çеç мар, мăшăрĕн те паспорчĕ, кашни ача çурални çинчен панă свидетельство, амăшĕн капиталне илмелли ирĕк илсе килнĕ ачан çуралнă свидетельствинче пепке РФ гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паллă пулмалла. Çакна «РФ гражданлăхĕ çинчен» федераллă саккун ыйтать. Ку паллăна вара районти миграци службинче (ĕлĕкхилле паспортпа виза служби) лартса параççĕ. Миграци службинче сирĕнтен каллех документсем ыйтасса кĕтсех тăрăр. Куншăн пăшăрханмалла мар, вĕсен ĕç йĕрки çапла. Пирĕн çак йĕркене пăхăнса вĕсем ыйтнă документсене хатĕрлемелле. Мĕнле документсем кирлĕ-ха; Чи малтанах ашшĕпе амăшĕн паспорчĕсен копийĕсем (пĕтĕм страници те)* мăшăрланни çинчен свидетельство копийĕ* ачан çуралнă свидетельство копийĕ, ял тăрăхĕнче çак çуралнă ача амăшĕпе пурăннине çирĕплетсе çырса панă справка (оригинал). Документсен ксерокопийĕсене пĕтĕмпех нотариус патĕнче е ял тăрăхĕнчех пичетпе тата алă пусса çирĕплетмелле. Çавăн пекех миграци службинче заявлени çырмалла. Ку ĕçе ашшĕ те пурнăçлаять. Çак документсене тăратнă хыççăн çеç миграци службинче амăшĕн капиталне илмелли ирĕк илсе килнĕ ачан çуралнă свидетельствин сулахайри çÿлти кĕтесре штампа пичет пусса параççĕ.
Хатĕр документсемпе малалла Пенси фондне заявлени çырма каймалла çеç. Патшалăх сертификата парас е парас мар ыйтăва пĕр уйăхра татса парать. Татăклă хурава заявлени панă çынна йышăну тунă хыççăн 5 кунран кая юлмасăр параççĕ.