Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕмĕрсен йыхравĕ

Хĕрлĕ Чутай таврашĕнчи чăвашсем хăш тапхăрта тата мĕнле майпа чăмăртаннă-ха; Историллĕ документсенчен çакă паллă: XVI-XIX ĕмĕрсенче чăвашсем пирĕн тăрăхри çĕрсене килсе çитсе тĕпленме тытăннă. Паллă ĕнтĕ, малтан кунта халăх шучĕ пысăках пулман. XIX ĕмĕрĕн варринче вара, ирĕклĕ те шанчăклă кĕтесре, тымар яракансен йышĕ самай ÿснĕ. 1852 çулхи çырав тăрăх, Чутай таврашĕнче çынсен шучĕ 4 пинрен те иртсе кайнă. Вĕсем ытларах Хĕрлĕ Чутай, Туктамăш, Питĕркасси, Енкĕлт ялĕсенче пысăк йышпа пурăннă. Кунти несĕлĕ­мĕрсем пĕр-пĕринпе хурăнташланса пурнăçĕсене ĕмĕрленĕ. Тĕн тĕлĕшпе те Турра ĕненсе Хĕрлĕ Чутай чиркĕвне кĕлле çÿренĕ. Çак туйăмсем вĕсемшĕн ĕлĕкех тĕп вырăнта пулнă, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнипе уйрăлса тăнă. Çакна çирĕп пăхăнса пурнăçран уйрăлнисене те пĕр масара пытарнă. Çăви вара Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕнчен инçех мар вырнаçнă лапамра пулнă. Паянхи кун та çăва вырăнĕ çухалса кайман-ха. Унта кашни çулах май килнĕ таран йĕрке тытма тăрăшатпăр.

Анчах та çăва пулнă вырăнта, çынсен вил тăприйĕсем çинче, палăк çукки шухăша ярать. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере Хĕрлĕ Чутай ял çыннисен пухăвĕнче çăва çĕрĕ çинче пысăках мар мрамор чулĕнчен хатĕрленĕ палăк лартма йышăну турĕç.

Ку тĕрĕс шухăш тесе шутлатăп, тăрăллă часавай туса лартма майсем çук, укçи-тенки çĕршер пин кирлĕ. Çăва çумĕпе е ун витĕр куллен вара çĕр-çĕр ача утать. Пĕр палăк пулсан аслисем те çав вырăна кĕрсе тухса вилнисене  асăнĕç. Çак палăка туса лартни иртнĕ ĕмĕрсенче пурăннă çынсене хакланине пĕлтерĕ, ăрусен хушшинчи çыхăнăва манма памĕ, малашлăха çирĕплетĕ.

Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Туктамăш, Енкĕлт тата ытти ялсен çыннисем, уйрăм предпринимательсем çак пархатарлă ĕçе хутшăнасса шанма пулатех. Çак ырă ĕçе Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн прихут канашĕ те ырларĕ. Паллах, ытти çăвасенче те йĕрке туса çитермелли нумай-ха. Масарсем çинче те кил хуçалăхри пекех таса, тирпейлĕ пулмалла. Çуркунне çитнĕ май çак ĕçсене халăхпа пĕрле пурнăçлама манас марччĕ.



"Пирěн пурнăç"
14 марта 2007
00:00
Поделиться