«Ĕç ветеранĕ» ята 9 тивĕçнĕ
2006 çулта районта пурăнакан 114 ватă “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Кăçал вара паянхи куна 9 çын ĕç ветеранĕ пулса тăнă.
Çак хисеплĕ ятпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи 62 № “Ĕç ветеранĕ” ята парас условисене тата йĕркесене çирĕплетесси çинчен” хушăвĕпе (2006 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи 54 № улшăнусемпе) килĕшÿллĕн, ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе республикăра ялан тата ытларах пурăнакансене федерацин “Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн пенси памалла тунă, федерацин “Ветерансем çинчен” саккунĕн 7 статйин 1 пункчĕн 2 подпункчĕ тăрăх ĕç ветеранĕ шутланакан çынсене чыслаççĕ.
Урăх никĕс тăрăх пенси е ĕçшĕн (службăшăн) пурнăç тăршшĕпех тÿлев илсе тăракансем “Ĕç ветеранĕ” ята федерацин “Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен” саккунĕ тăрăх ватлăх пенсийĕн ирĕкне паракан ÿсĕм çитсен илеççĕ.
Çак хисеплĕ ята тивĕçме районти социаллă хÿтлĕх пайне çитсе заявлени çырмалла, унпа пĕрле кирлĕ документсем тата 3 х 4 см виçеллĕ сăн ÿкерчĕк пулмалла.
“Ĕç ветеранĕ” ят памалли сăлтава çирĕплетме çакăн пек ĕç хучĕсем кирлĕ:
а) СССР е Раççей Федерацийĕн орден-медалĕпе наградăлани е хисеплĕ ячĕсене пани, хастар ĕçшĕн ведомство паллипе чыслани (медаль удостоверенийĕ, орден кĕнеки, СССР, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ ячĕсен удостоверенийĕ, кăкăр çине çакмалли тата хисеплĕ паллăсен, медальсен, патшалăх влаçĕн федераци органĕсен ячĕпе панă хисеплĕ тата тава тивĕçлĕ ятсен удостоверенийĕсем, патшалăх влаçĕн федераци органĕсен Хисеп грамотисем)*
ă) çул çитнипе е пĕр ĕçре чылай çул ĕçленипе пенсие тухма кирлĕ ĕç стажĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çитмесĕрех ĕçлеме пуçланă çынсен, ĕç стажĕ арçынсен - 40, хĕрарăмсен 35 çултан кая мар пулсан “Ĕç ветеранĕ” ят памалли сăлтав - çаксене çирĕплетекен документсем:
а) 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнчи тапхăрта çул çитмесĕрех ĕçлеме тытăнни (тăшман вăхăтлăх оккупациленĕ территорире ĕçлени шута кĕмест)*
ă) ĕç стажĕ (арçынсен - 40, хĕрарăмсен 35 çултан кая мар).