Çепĕç юрă-кĕвĕ çĕклет кăмăла
Кашни эрнерех ял тăрăхĕсенчи вырăнти ĕç коллективĕсем смотр-отчет туса параççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Сăмах май, ял халăхне вырăнти предприяти-организацисен, ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарать, интереслентерет.
Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Мăн Этмен ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем сцена çине тухрĕç. Ку хутĕнче смотр-отчет Уйпуç ялĕнче иртрĕ. Палăртмалла, ку тăрăхра пурăнакансем çанталăк çил-тăманлă пулнине пăхмасăр ялти клуба йышлăн пухăннă.
Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ф.Кошелев пухăннисене вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, вырăнта пурăнакансене ялти пурнăçа çĕнетес, улăштарас, интереслĕрех тăвас тесен мероприятисене активлăрах хутшăнма, кам та пулин килсе туса парасса кĕтсе çеç лармалла мар тесе чĕнсе каларĕ. Сăмах май, ку тăрăхра пурăнакансем культурăпа спорта аталантарас тесе тăрăшса ĕçлеççĕ, ÿсĕмĕсем савăнтараççĕ: халăх тĕслĕх библиотекăна кăмăлпа çÿрет, футболистсен “Тайфун” команди 5-мĕш çул чемпион ятне алран ямасть тата ытти те. Анчах пăшăрхантараканни те пур, ял тăрăхĕнче саккуна пăсса суд тенкелĕ çине ларакансен йышĕ ÿсет: вăрлаççĕ, хирĕçеççĕ...
Пухăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç: çул-йĕре лайăхлатасси, çĕр ыйтăвĕ тавра хытах калаçрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăха тулли хуравсем пама тăрăшрĕ, юлашки вăхăтра çĕр ыйтăвĕ çивĕчленсе пыни çинчен каласа ăнлантарчĕ.
Асăнса хăвармалла, смотр-отчета пухăнсан ял халăхĕ района ертсе пыракансемпе тĕл пулса калаçма ĕмĕтленет, районти лару-тăрупа, малашлăх тĕллевĕсем çинчен те ыйтса пĕлес килет-çке вĕсен. Чылай чухне хăш-пĕр ыйтусене вырăнта татса пама çук-çке, район центрне те пурте тухса çÿреймеççĕ. Ку хутĕнче уйпуçсем райадминистрацинчен пĕр çын та тĕл пулăва килейменнишĕн пăшăрханса калаçрĕç.
Мăн Этменти вăтам шкул директорĕ М.И.Ярадаева сăмах илчĕ, шкулти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, педагогсем ачасене çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессишĕн тăрăшса ĕçленине пĕлтерчĕ, Уйпуç, Çĕн Ирчемес, Малиновка ялĕсенче пурăнакансене чун тĕпренчĕкĕсене ача-пăча садне çÿретме чĕнсе каларĕ, çакă шăпăрлансене шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыма пулăшнине аса илтерчĕ.
Смотр-отчетăн иккĕмĕш пайне пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ. Куракансем Мăн Этмен шкулĕнче тăрăшакансен, унта вĕренекенсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç, çакă вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннинчен палăрчĕ.
х х х
Мартăн 5-мĕшĕнче Атнар ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Атнарсем мĕн авалтан юрă-ташă ăстисем пулнă, вĕсен ĕçĕсем те курăмлă, çавăнпах ĕнтĕ концерт курма килекенсем те йышлă пулчĕç.
Смотр-отчета ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов уçрĕ, пухăннисене 2006 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, атнарсен мĕн кăтартмалли, мĕнпе мухтанмалли пурах ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, курăмлă ĕçсемшĕн Атнар ял тăрăхĕ «Районти чи лайăх ял тăрăхĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçме пултарчĕ, 50 пин тенкĕ çĕнсе илчĕ. Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем вырăнта пурăнакансене тивĕçлĕ условисем туса парассипе, урамсене тирпей-илем кÿрессипе нумай ĕçленĕ, çамрăксене культурăллă канма клуб çурчĕсене йĕркене кĕртнĕ тата ытти те. Ырă ĕçсене йĕркипе каласа та пĕтереес çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Ял тăрăхĕн çуртне пĕтĕмпех юсаса çĕнетнĕ, шала кĕрсе тухма кăмăллă. Вĕсен малашлăх тĕллевĕсем те пысăк: ялсене шывпа тивĕçтересси, çул-йĕр тăвасси, ĕлĕк чиркÿ пулнă вырăнта часавай çĕклесси...
Çавăн пекех смотр-отчетра Атнарти вăтам шкул директорĕ В.И.Прокопьев сăмах илчĕ, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, педагогсем ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшса ĕçленине палăртрĕ.
Çавăн пекех райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Т.Н.Шереметьева, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ В.Н.Романов, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче тăрăшакан Н.А.Кондакова смотр-отчета хутшăнчĕç, халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕç.
Юлашкинчен программăна малалла пултарулăх ăстисем тăсрĕç. Концерт район Гимнĕпе пуçланчĕ. Куракансем «Колосок» ача садне çÿрекенсен, А.Мигушкин, Е.Волков, Е.Волкова, Л.Мадебейкина шăрантарнă юрăсене хапăл туса йышăнчĕç. Атнарти шкулта ăс пухакан хĕрсем чăваш ташши парнелерĕç, культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕ тăванлăх юррисемпе савăнтарчĕç.
х х х
Мартăн 7-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕ ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра тăрăшакансене, “Çын тата çут çанталăк” музей ĕçченĕсене йышăнчĕ, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн специалисчĕсем вĕсене пулăшса пычĕç.
Смотр-отчета А.Н.Самсонов уçрĕ, хĕрарăмсене чи ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕ, культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ветерансен хорĕн юрăçине Г.А.Сергеевана культурăллă мероприятисенче активлăх кăтартнăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ. Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ М.Н.Мареева отчетпа паллаштарчĕ.
Малалла пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухрĕç. “Çĕрпĕç” фольклор ушкăнĕ, халăх музейĕ çумĕнчи “Чун ăшши” фольклорпа эстрада ушкăнĕ шăрантарнă юрăсене халăх ăшшăн йышăнчĕ, Чишкинсем (амăшĕпе хĕрĕ) илемлĕ юрăсем парнелерĕç тата ыттисен пултарулăхĕ те куракансен кăмăлне кайрĕ. Куракансем вырăнти артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарса пычĕç.