Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Япăх çемьесен шучĕ чакса пытăр

Райадминистраци çумĕнчи çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси 18 çула çитмен яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа преступлени тăвассинчен асăрхаттарассипе, вĕсен прависене хÿтĕлессипе, йывăр çемьери ачасене пулăшассипе... ĕçлет. Çак кунсенче корреспондент комиссин секретарĕпе Алевтина Николаевна Кучекеевапа тĕл пулнă, иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарма ыйтнă.

- Çамрăксем хушшинчи криминаллă лару-тăрупа кĕскен паллаштарсамăр;

- Район территорийĕнче пурĕ çул çитмен 3891 çамрăк пурăнать. Малтанхи çулпа танлаштарсан, 2006 çулта çамрăксем хушшинче саккуна пăсни чакнă, анчах ушкăнпа тунă преступленисем пурри пăшăрхантарать. Яш-кĕрĕм эрех-сăра енне туртăнни куç кĕрет. Иртнĕ çул 4 çамрăка эрех ĕçсе çÿренĕшĕн учета илнĕ. Паянхи куна илсен, саккун йĕркине пăснăшăн 21 çамрăк учетра тăрать. Районта наркотиксемпе аташакансем çук. Йĕркене пăснă тата учетри çамрăксемпе профилактикăлла ĕçсем ирттерсех тăратпăр. Çулла çавăн пек çамрăксене Çĕрпÿри СИЗО-на экскурсие илсе кайса килтĕмĕр. Çакă вĕсене пурнăç çине урăхла пăхтарасса шанатпăр.

- Преступлени тăвакансенчен ытларахăшĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьери ачасем пулнипе килĕшмелле пулĕ;

- Çапла, йывăр çемьесенче ÿсекен ачасем йĕркене пăсаççĕ. Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕсем хăйсен чун тĕпренчĕкĕсем çинчен маннăранах ачасем урамра канăç шыраççĕ, вăл е ку çитсе пыманран преступлени тăваççĕ.

2006 çулта йывăр çемьесене 72-шне учета илнĕ (паянхи куна 69 çемье), вĕсенче 142 ача пурăнать. Комисси членĕсем, педагогсем, милици ĕçченĕсемпе пĕрле, çав çемьесене тухса çÿреççĕ, ашшĕ-амăшне тĕрĕс çул çине тăмалли çинчен асăрхаттараççĕ, тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ: ĕçсĕррисене ĕç вырăнĕ тупса параççĕ, ачасене тĕрлĕ кану лагерĕсене яраççĕ, 14 çул тултарнисене  укçа ĕçлесе  илме майсем туса параççĕ...

- Аслисем ялан  тĕрĕс çул çине тăраççĕ-и;

- Çук паллах. Эрехпе туслашнă çемьене унтан сыватма йывăр.  Тепĕр чухне аслисем ачисене хăратса эрехпе хăналани те тĕл пулкалать е урмăшнă ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕр шелсĕр  хĕнет. Кун пек чухне ачасене вăл çемьерен илсе тухатпăр, кирлех пулсан, ашшĕ-амăш прависĕр хăварма документсем хатĕрлетпĕр. Хăш-пĕр çемьесене кĕрсен  сĕтел çинче çăкăр таткийĕ те çуккине куратăн. Ачисем выçă лараççĕ. Кун пек çемьесемпе çине тăрса ĕçлемелле. Сăмах май, ачисене тивĕç мар ашшĕ-амăшĕсем районта сахал мар. 2006 çулта çакăн пек тĕс­лĕхсемпе 21 материал пухса хатĕрленĕ, 18-шне ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă, ачисене лайăх çемьесене, ытти учрежденисене вырнаçтарнă.

- Сирĕн комисси уроксене час-часах çÿремен, сăлтавсăр килте ларса пурăнакан ачасемпе те ĕçлет-и;

- Уроксене сăлтавсăр çÿремен ачасене шкултан кăларса яма пултараççĕ. Педагогсем çавăн пек тĕслĕхсене шута илсе тăраççĕ, комиссине пĕлтереççĕ. Комиссинче ачасен дисциплинине пăхса тухаççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче, Мишеркасси шкулĕнче пулнă.

- Йывăр çемьесенчи ачасем психологи тĕлĕшĕнчен хавшак ÿсеççĕ. Вĕсене тимлĕх уйăрассипе мĕнлерех ĕçсем туса пыратăр;

- Çак шайри ачасене педагогикăпа психологи тĕлĕ­шĕнчен пулăшу парассипе вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансем япăх мар ĕçлеççĕ: вĕсене тĕрлĕ кружок-секцисене, конкурссене явăçтараççĕ, вăй-хала çирĕплетме пулăшаççĕ. Кунта вĕсем хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ, тус-юлташсем тупаççĕ, хăйсене обществăшăн кирлĕ çынсем пек туйса ÿсеççĕ, пурнăç çине урăхларах пăхма пуçлаççĕ.

- “Шанчăк телефонĕ” пирки пĕр-ик сăмах.

- Хăш-пĕр çемьесенче ачасем хăйсен вăрттăнлăхĕсемпе йывăрлăхĕсем çинчен ашшĕ-амăшĕсемпе сăмах вакламаççĕ е шанмаççĕ-и, тен. Ун пеккисем уççăнах “Шанчăк телефонĕпе”  çыхăнса чуна уçса калаçма пултараççĕ. Унпа 2-16-76 телефонпа çыхăнмалла, вăл кашни кĕçнерни кун 15-17 сехетсем хушшинче ĕçлет. Педагогсем, психологсем, милици ĕçченĕсем вĕсене тĕплĕн итленĕ хыççăн тивĕçлĕ пулăшу пама пултараççĕ. Йывăр самантсенче пĕччен йышăну тумалла мар, кампа та пулин калаçса чуна уçмалла. Çакă уйрăмах çул çитмен çамрăксемшĕн усăллă.

- Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

- Ăслă-тăнлă, малашлăха ăнтăлакан ачасене пăхса ÿстересси, тивĕçлĕ воспитани парасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ, учительсемпе общественноçăн та çамрăксене пур енлĕн хавхалантарса , тĕрĕс çул кăтартса пымалла, вĕсене пур енлĕн аталанма майсем туса памалла. Çемье ăшшине, ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ÿсекен ача преступлени тумастех.

- Тавтапуç калаçушăн.



"Пирěн пурнăç"
10 марта 2007
00:00
Поделиться