Район архивĕ: ĕнер, паян, ыран
1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчи ВЦИК Президиумĕн «Чăваш АССР-не районласси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, уессемпе вулăссем вырăнне пĕрлĕхлĕ территори единици - район - кĕртнĕ. 5 уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район туса хунă. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай район Канашĕн пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ, унта района ертсе пыракан органсене йĕркеленĕ. Çавăнпа октябрĕн 1-мĕшĕ Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленсе кайнă кун шутланать. Кăçал вара район туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Хĕрлĕ Чутай районĕн архивĕ вара 2007 çулта 74 çул тултарать.
Чăваш Енре архив строительствин никĕсне РСФСР-ĕн халăх Комиссарĕсен Канашĕн Декречĕ хывнă. Чăваш Енре архив ĕçĕ майĕпен аталанса пынăçемĕн, вырăнсенче те архив учрежденийĕсене йĕркелеме мерăсем йышăнаççĕ. 1933 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ Чутай районĕн архивне пуçарса яраççĕ. Унăн заведующийĕ пулма Дашмакова шаннă.
Тĕрлĕ çулсенче архив район центрĕнче тĕрлĕ çуртсенче пулнă (вĕсем ăçта вырнаçнине çирĕплетекен даннăйсем сыхланса юлман). Архивăн заведующийĕсем çаксем пулнă: Карăкçырминчи Евдокия Арланова (Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвком председателĕн хушăвĕпе 1936 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче лартнă)* Карăкçырминчи Григорий Хрисанович Кузьмин (1936 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче)* Çĕн Атикассинчи Николай Данилович Харитонов (1937 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче)* Хĕрлĕ Чутай салинчи Григорий Тимофеевич Степанов (1937 çулхи августăн 13-мĕшĕнче)* Павел Федорович Сетейкин* Питĕркассинчи Василий Ефимович Хорайкин (1954 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче)* Шĕмшешри Петр Иванович Немешкин (1955 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче)* Кив Ирчемесри Зоя Кузьминична Михеева (1958 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче лартнă, 1963 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче районсене пĕрлештернипе ĕçрен хăтарнă)* Хĕрлĕ Чутай салинчи Георгий Андреевич Кантейкин (Хĕрлĕ Чутай Канашĕн халăх депутачĕсен йышăнăвĕпе 1982 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче лартнă, пенсие тухнă пирки 1984 çулта ĕçрен хăтарнă)* Хĕрлĕ Чутай салинчи Раиса Григорьевна Ежеева (райканашăн 13 сессин йышăнăвĕпе 1984 çулхи августăн 29-мĕшĕнче заведующи пулнă, урăх ĕçе куçнă пирки 1988 çулта ĕçрен хăтарнă)* Питĕркассинчи Валентина Ивановна Лысова (ĕçтăвком йышăнăвĕпе 1988 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче лартнă)* Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Елизавета Васильевна Полякова (райĕçтăвком председателĕн хушăвĕпе 1991 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче лартнă, район пуçлăхĕн хушăвĕпе 1997 çулта ĕçрен хăтарнă)* Çĕмĕрлери Михаил Васильевич Ейков (район пуçлăхĕн хушăвĕпе 1997 çулхи майăн 13-мĕшĕнче лартнă, 2001 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче ĕçрен хăтарнă)* Тумликассинчи Вячеслав Иванович Мереськин (район пуçлăхĕн хушăвĕпе 2001 çулхи майăн 30-мĕшĕнче лартнă, 2002 çулта ĕçрен хăтарнă).
Асăннă заведующисем пурте документсене пухас, йĕркелес, тупса палăртас тата упрас тĕлĕшпе чылай тăрăшнă.
Районта архив ĕçĕн аталанăвне виçĕ тапхăрпа палăртма пулать: пĕрремĕш - Хĕрлĕ Чутай район Канашĕн халăх депутачĕсен йышăнăвĕпе 1990 çулта архив пайне йĕркелени,1999 çулта райадминистрацинче - архив ĕçĕсен пайне, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче - архив ĕçĕсен секторне* иккĕмĕш - администрацинче архив докуменчĕсене упрамалли 49 тăваткал метрлă пÿлĕм уйăрса пани* виççĕмĕш - компьютер вырнаçтарни.
Район архивĕнче 1926-1936 çулсенче предприяти, учреждени докуменчĕсенчен 43 фонд йĕркеленĕ. 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, архивра 122 фонд шутланать. Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе çакна каламалла: архив фончĕн докуменчĕсене картонлассине 1710 единица чухлĕ пурнăçланă, 122 фонда тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех Уçă алăксен кунне ирттернĕ. Унта учителĕн, шкул директорĕн, вĕрентÿ институчĕн ĕçченĕн, районти краеведени музейне йĕркелекенĕн тата пĕрремĕш директорăн - В.Г.Толстов-Атнарскин пурнăçĕпе çыхăннă фотоматериалсене архива упрама панă. Документсене В.Г.Толстов-Атнарскин мăшăрĕн ыйтăвĕпе В.И.Немешкин панă. Уçă алăксен кунĕнчех Сергей Егорович Баринов хăйĕн архивĕнчен Кăрмăш уесĕн карттине (1760-1770çç..), Енкĕлт ялĕн историне парнеленĕ.
2006 çулта предприятисенчен, учрежденисенчен, организацисенчен яланлăх упрама 343 единица чухлĕ документсем йышăннă. Плана 114 процент ирттерсе тултарнă.
Архива килекенсен ыйтăвĕсене май пур таран тивĕçтерме тăрăшнă, пурĕ 209 ыйту пăхса тухнă. Вĕсенчен 192-шне пурнăçланă. Ку йышран 119-шĕн хуравне уçса панă: çурт-йĕр ыйтăвĕсене - 37, ĕç укçи çинчен - 45, ĕç стажне çирĕплетни пирки - 63, ĕç ыйтăвĕсемпе - 14, орден-медальсемпе наградăлани çинчен - 30, кулак тесе айăпланă пирки - 2.
Районта кино кăтартакан предприятие пĕтернипе, архив ĕçĕсен секторĕ унти документсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе мерăсем йышăннă: документсене йĕркене кĕртнĕ. Ку ĕçе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăракан ĕçсĕррисене явăçтарнă.
Кăçалхи çул архив фончĕн 400 ĕçне картонлама, 200 ĕçĕн лару-тăрăвне, учет докуменчĕсен 13 фондне тĕрĕслеме, предприятисенчен, организацисенчен 1006 единица чухлĕ управ докуменчĕсене йышăнма палăртнă.
Çитменлĕхсене те асăнса хăвармалла. Ертÿçĕсем документсене упраса хăварас тĕлĕшпе тимлĕх уйăрманнипе документсем ял хуçалăхĕсенчех, предприятисенчех выртаççĕ. Район архивĕнче документсене упрама условисем çителĕклĕ. Çавăнпа та документсене архива упрама килсе памаллах.
Юлашкинчен архив ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕсене, делопроизводительсене Архив кунĕпе саламлатпăр. Эсир район аталанăвĕн историне, çынсен ĕç стажне сыхласа хăварассишĕн вăй хуратăр. Сире çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере ăнăçлăхпа телей сунатпăр.