Ачаллă çемьесене - витĕмлĕ пулăшу
Демографи ыйтăвĕ юлашки вăхăтра уйрăмах çивĕчленчĕ. Ку ыйтăва патшалăх пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Ача çулталăкĕнче ку енĕпе ырă улшăнусем пулма пуçлани куç кĕретех. Паянхи кăларăмра эпир ача садикре пурăннăшăн ашшĕ-амăшĕсем тÿлекен укçан пайне компенсацилени пирки сăмах пуçарăпăр. Çак енпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем пирки райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсемпе ĕçлекен методисчĕ Т.И. Улянды паллаштарать.
- Татьяна Ивановна! Ачисене садике çÿретекен ашшĕ-амăшĕсене епле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ши;
- Калас пулать, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче «2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи ЧР Министрсен Кабинечĕн 341 № хушăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, муниципаллă тата патшалăх ача сачĕсене ачана çÿретнĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем тÿлекен укçан пайне компенсацилеççĕ. Акă, садике çÿрекен пĕр ачаллă çемьери пепкешĕн ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн 20 процентне компенсацилеççĕ, иккĕллисен - 50 процент таврăнать, виççĕллисен е ытлараххисен - 70 процент. Енчен те садике харăс икĕ ача çÿрет пулсан, пĕриншĕн 20 процент, иккĕмĕшĕшĕн 50 процент компенсацилеççĕ. Пĕр çемьерен виççĕн ача садĕнче кун кунлаççĕ-тĕк, икĕ пепкешĕн çÿлерех асăннă пек каялла таврăнать, виççĕмĕш ачишĕн вара компенсаци виçи 70 процент пулать. Палăртмалла, компенсацие ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин банкри счечĕ çине кварталта пĕрре куçараççĕ. Калас пулать, компенсаци виçи ашшĕ-амăшĕ ачашăн мĕн чухлĕ тÿленинчен килет. Сăмахран, уйăхра 10 кун çеç садикре пулнăшăн 100 тенкĕ кăна тÿленĕ пулсан, çак укçан тивĕçлĕ пайне çеç компенсацилеççĕ. Çемьери ача шутне пăхнă чухне çула çитменнине тата 18 çул тултараканнисене çеç шута илеççĕ.
- Районти ача сачĕсене çÿрекен миçе пепкешĕн ашшĕ-амăшĕсем компенсаци илĕç;
- Пурĕ районти ача сачĕсене 526 ача çÿрет. Сăмах май, пĕр ачаллă çемьесенчи 249 ача садике çÿрет, иккĕллисенчен - 200, виççĕллисенчен - 64, тăваттăллисенчен - 12, пиллĕклисенчен - 1. Опекунсемпе попечительсем те компенсаци илееççĕ.
- Çак компенсацие хăш уйăхран пуçласа тÿлеççĕ;
- Кăçалхи пĕрремĕш кварталшăнах ачана садике çÿретнĕшĕн курнă тăкаксене январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа компенсацилеççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене документсем хатĕрлес ĕçе хăвăртлатма ыйтас килет. Виçĕ уйăх компенсацине вĕсем апрель уйăхĕнче илме пултарĕç. Каламалла, компенсаци укçине федераллă бюджетран çителĕклĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Акă, çулталăклăха пирĕн район валли 495 пин тенкĕ палăртса хунă.
- Татьяна Ивановна, ашшĕ-амăшĕсен еплерех документсем пухмалла-ха;
- Асăрхаттармалла, компенсацие ашшĕ-амăшĕнчен пĕри çеç илме пултарать. Унăн ача садне çаксене çитерсе памалла: 1) Перекет банкĕнчи счет номерне кăтартса çырнă заявлени* 2) çемье йышĕ пирки çирĕплетекен ял тăрăхĕнчен илнĕ справка* 3) çемьери 18 çула çитмен е 18 çул тултаракан пур ачин те çурални çинчен пĕлтерекен свидетельствăсен копийĕсем* 4) ача сачĕшĕн тÿленине çирĕплетекен квитанцисен копийĕсем* 5) ача сачĕпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче тунă килĕшÿ (договор). Компенсаци илекенĕн ИНН-пе паспорт даннăйĕсем те кирлĕ пулаççĕ.
- Ача сачĕшĕн тÿлекен виçе ÿсме пултарать-и;
- Çапла. 2006 çулхи кăтартусене илсен, районти ача сачĕсенче пĕр ача пуçне кунне 144 тенкĕ тивнĕ. Вĕсенчен 10-шне çеç ашшĕ-амăшĕсем тÿлетчĕç. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тÿлеве ÿстерме тивет. Çĕнĕ центрти «Хĕвел» тата «Пилеш» ача сачĕсене çÿрекен пепкесемшĕн пĕр куншăн малалла 15 тенкĕ пулĕ. Ыттисенче - 12 тенкĕ те 50 пус. Калас пулать, Шулюри, Тралькассипе Хăмарккари тата Штанашпа Тури Çĕрпÿкассинчи шкулсем çумĕнчи ача сачĕсене 6 сехетлĕх çÿренĕшĕн кунне 9 тенкĕ тÿлес пулать. Кунта ачасем ирхи тата кăнтăр апачĕ çиеççĕ.
- Çăмăллăхсемпе усă куракан ашшĕ-амăшĕсем пирки мĕн калама пултаратăр;
- Çăмăллăхсем çухалмаççĕ. Виçĕ ачаллă ашшĕ-амăшĕсем маларах тÿлевĕн 50 процентне çеç тÿленĕ. Халĕ вара çак 50 процентăн тепĕр 70 процентне компенсацилеççĕ. Инвалид ачасем вара ача садне тÿлевсĕр çÿреççĕ.
- Татьяна Ивановна, калаçушăн тавтапуç.